Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кокеле пуç тайма — тăван ялне

21 марта 2017 г.

Чăвашсен сăнарлă искусствин никĕслевçи, паллă педагог, общество деятелĕ Алексей Кокель çуралнăранпа 137 çул çитнине халалласа Патăрьел районĕнчи Турхан ялĕнче мероприяти иртнĕ.

Искусствăпа туслăх уявне вĕренекенсемпе учительсем, Турханта пурăнакансем, илеме хаклакансем пухăннă, çавăн пекех сумлă хăнасем килнĕ. Малтан вĕсем Алексей Кокелĕн астăвăм хăми умне — ăна паллă ăстан çурт-музейĕ çине вырнаçтарнă — чĕрĕ чечексем хунă. Унтан музейри экспонатсемпе паллашнă, çав шутрах — паллă ентешĕн япалисемпе те. Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Марат Айзатуллов каланă тăрăх — Алексей Кокелĕн çурт-музейне 2018 çулта тĕпрен юсаса çĕнетме палăртнă.

Уява хутшăнакансем Патăрьелти ача-пăча искусствăсен шкулĕ нче, районти шкулсенче вĕренекенсен ÿкерчĕкĕсен "Хăвăн тăван тăрăхна пĕл тата юрат", "Алексей Кокель пултарулăхĕн сÿнми çулăмĕ" куравĕсемпе паллашнă. Тĕлпулура тухса калаçакансем Алексей Кокеле ырăпа аса илнĕ, ăна халалласа мероприятисем, çав шутрах — Кокель пленэрне, йĕркелекенсене тав тунă.

 

Владимир ВАСИЛЬЕВ

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429362, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Тарханы,ул.Кокеля, д.23
Телефон: 8(83532) 68-4-24
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика