03 марта 2017 г.
Мускавра хурт-хăмăрçăсен пĕтĕм тĕнчери конференцийĕ "Вĕлле хурчĕ тата çын" темăпа иртнĕ. Унта Раççейри тата 8 ют çĕршыври _ Чехи, Болгари, Испани... _ утарçăсем хутшăннă. Республикăри кăнтăр районĕсемпе ĕçлекен зоотехник-консультант, Турханта пурăнакан Н. Пирожков та унта пулнă. Николай Петрович çак мероприятинчен пушă алăпа та килмен. Вăл илсе кайнă çăка пылне 50 тĕслĕх хушшинче чи-чи лайăххи тесе палăртнă. Сăмах май, пĕлтĕр те Патăрьел тăрăхĕнчи сиплĕ çимĕç Раççей шайĕнче пĕрремĕш вырăн йышăннăччĕ.
_ Эпĕ конференцине 14-мĕш çул хутшăнтăм, анчах иртнĕ çулпа кăçал çеç хам юхтарнă çăка пылне илсе кайнă. Пĕр ỹсентăрантан илнĕ (монофорный липовый мед) продукцине пысăка хурса хаклани мана питĕ савăнтарчĕ. Турхан пылне Араб Эмиратĕнчи Дубай хулинех илсе кайрĕç, _ тесе пĕлтерчĕ нумай пулмасть çеç инçет çултан таврăннă Н. Пирожков. Николай Петрович хăйĕн ăсталăхне çулленех Раççей, республика шайĕн- чи тĕрлĕ канашлăва хутшăнса ỹс- терет. Опычĕпе хамăр тата кỹр- шĕ районсенчи утарçăсене те паллаштарать.
О. ПАВЛОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)