17 февраля 2017 г.
40 çул вĕрентỹ системинче ĕçленĕ Упамсари Е. Сымова. Çак хушăра ялти кирек хăш çемьери çитĕнекен ăрăва та тивĕçлĕ воспитани пама пултарнă тесен те йăнăш пулмас- тех. Маларах ун патĕнче пĕлỹ илнĕскерсем хăйсем атте-анне, асатте-асанне, кукаçи-кукамай пулнă. Хăйсен те ывăлĕпе хĕрĕ ỹссе çитĕннĕ, çемьеленсе мăнуксемлĕ тунă. Паян килти ăрăва малалла тăсакансене воспитани пама тăрăшать Елена Димитриевна. Пушăрах чухне сăвăсем çырать.
Иртеççĕ çулсем...
Ĕнер çеç çарран чупса
Эп çỹреттĕм çуйхашса.
Анчах сисĕмсĕр шуса
Çулсем иртрĕç васкаса.
Шел, ачалăх çулĕсем
Иртрĕç çиçĕмлĕ вĕсем.
Шухăшпа çеç каялла
Таврăнатăп яшлăха.
Çеçпĕлле ачалăх та,
Шухă çамрăклăхăм та Т
аврăнаймĕ каялла
Çитсе тăтăм утмăла.
Тепĕр чĕрĕк ĕмĕре
Ирттересчĕ хисепре.
Хисепре те хỹтлĕхре
Ан хавшатăрччĕ чĕре.
Çынлăх, чыслăх _ пĕр тĕнче
Юлтăрччĕ мăнуксенче.
Çак тĕнчерен уйрăлсан
Ỹкĕнмелли пулмĕ ман.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)