27 января 2017 г.
Турханти вăтам шкулта 213 ача пĕлỹ пухать. Вĕсенчен 30-шĕ _ вĕренỹ отличникĕсем. Тăрăшса вĕренесси аслă классен те чакмасть. Акă, кăçал алла аттестат илсе 17 ача шкулпа сыв пуллашма хатĕр- ленет. Пиллĕкĕшĕ медале тивĕçме ĕмĕтленеççĕ. 4 тата 5 паллăсемпе вĕренекенсем çуррине яхăн. Чă-ваш Республика Пуçлăхĕн республикăри тăрăшуллă тата пултаруллă, малалла ăнтăлакан çамрăксене паракан стипендине Турханти вăтам шкултан Р. Богданова, А. Мылова, В. Осипова тата М. Алексеева илме тивĕç пулчĕç.
Директорăн вĕрентỹпе воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ В. Иванов кашнийĕшĕн пирки туллин каласа пама тăрăшрĕ. Акă, Раиса _ аслă классен канашĕн председателĕ. Шкулти волонтерсен отрячĕн членĕ те. Дистанциллĕ конкурссене хутшăнма юратать. Анастасия технологипе муниципаллă этапра мала тухрĕ. Иртнĕ çул ку енĕпе республика шайнех çитнĕ. Пĕлтĕр биологипе те призерсен шутне кĕрсе савăнтарнă. Валерия _ вĕренỹ отличници çеç мар, кирек хăш спорт ăмăртăвне те хастар хутшăнать.
Технологипе, литературăпа олимпиадăсен призерĕ. Милена вара район администраци пуçлăхĕн стипендине те тивĕçнĕ. Чăваш чĕлхипе тата литературипе республикăри олимпиадăра кăтартуллă пулнă. Кĕнекепе туслă. Сăвăсем çырма та ỹркенмест.
А. АСТРАХАНЦЕВА.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)