20 января 2017 г.
«Хăв пĕлÿ илнипе кăна çырлахмалла мар. Çав пĕлĕве санăн халăха тавăрса памалла», — тенĕ çутта кăларуçă И.Я.Яковлев. «Доктор степеньне е ученăй ята илни вăл халăхшăн, республикăшăн тăрăшмалла тенине пĕлтерет», — аслă çыннăмăрăн шухăшĕсене малалла тăсса палăртать культурологи докторĕ Владимир Васильев, И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ профессорĕ, Чăваш Енри Халăхсен ассамблейин ĕç тăвакан директорĕ. Пушă сăмахсем мар вĕсем. Владимир Александрович, чăннипех те, пурнăçне, ĕç-хĕлне чăваш халăх историне, культурине тĕпчессипе, тăван халăх ят-сумне тĕнче шайĕнче çĕклессипе çыхăнтарнă.
Пирĕн халăх мĕскĕн мар
ЮНЕСКО чăвашсем пĕтме пултаракан халăхсен шутĕнче пулни çинчен асăрхаттарсах тăрать. Владимир Александрович вара çакна хирĕçлет.
— Чăвашлăх упранса юлать, — тет вăл çирĕппĕн. — Пирĕн эрăччен 1-мĕш ĕмĕрте китаецсем Хунсен империне аркатса тăкнă хыççăн пирĕн йăх-несĕлсем тĕнче тăрăх тухса кайнă. Тĕп Азирен Вăтам Атăл таврашне çитиччен — пин-пин çухрăм! Европăра, Крымра пулнă, таçта та çÿренĕ, анчах чăвашлăхне çухатман!
Владимир Александрович шухăшĕпе — чăвашсем Шупашкарта, Чăваш Енре ирĕлсе çухалсан та тулашра упранса юлаççĕ.
— Тĕрлĕ халăх хушшинче пурăннă чухне ирĕксĕрех «эпĕ кам-ха?» тесе шухăшлама пуçлатăн. Акă Тюмень облаçĕнчи Канаш ялĕнче пурăнакан иккĕмĕш сыпăкри аппа каласа пани асăма килчĕ. Пĕррехинче ун патне çамрăк ача килнĕ. «Тоня аппа, «Эпĕ чăваш» тесе чăвашла тĕрĕс мĕнле çырмалла? Футболка çине çыртарасшăн…» — ыйтнă унран хайхискер. Куратăр-и, унăн чунĕнче ген шайĕнче чăвашлăх туйăмĕ вăраннă. Тюмень тăрăхĕнче диаспора сăмаха пачах та килĕштермеççĕ. «Эпир — патшалăх тăвакан наци çыннисем», — теççĕ вĕсем хăйсем пирки. Йышпа эпир Раççейре пиллĕкмĕш вырăнта тăратпăр, çакăнпа пирĕн мухтанмалла, савăнмалла, — тет Владимир Александрович.
Профессор хăй чăваш пулнине нихăçан та никам умĕнче те пытармасть. Украинăна каять-и, Беларуçре пулать-и е тата урăх çĕршывра-и — яланах хăйĕн нацийĕпе мăнаçланать. «Китай çĕрне кайсан та эпĕ ĕмĕрсем иртнĕ хыççăн тăван тăрăха таврăнтăм тесе калама пултаратăп, — тет Владимир Александрович, — мĕншĕн тесен пирĕн мăн асаттесем темиçе çĕр çул каялла унта пурăннă. Эрменсем те пирĕншĕн хурăнташ. Вĕсемпе те пирĕн йăхташăмăрсем туслă çыхăну тытнă». Мускав патшалăх университечĕн проректорĕ, чăваш профессорĕн пĕлĕшĕ, вăл е ку республикăна кайнă чухне шÿтлесе те илет: «Кунта та чăвашсене тупрăн-и-ха? Тăван халăхна юратнăран хисеплетĕп те ĕнтĕ сана». Владимир Васильев ют çынсен, урăх наци представителĕсен умĕнче «эпĕ — чăваш!» тесе уççăнах калама пултарать. Асăрхăр: унран никам та тăрăхласа кулмасть. Пĕлеççĕ: чăваш халăхĕ — тĕнчери чи авалхи нацисенчен пĕри, мăнаçлă та пуян историллĕ халăх.
Çавăнпах Владимир Александровича чăваш халăхĕ мĕскĕн тени питĕ пăшăрхантарать.
— Пирĕн халăх мĕскĕн пулма пултараймасть! Эпир хамăрăн историе, культурăна, искусствăна пĕлместпĕр, хакламастпăр, — тет вăл. — Пирĕн несĕлсем, аслă асаттесем яланах ирĕклĕ, хăйсене хисеплекен халăх пулнă. Вĕсем ытти халăх хушшинче ирĕлсе пĕтмесĕр хăйнеевĕрлĕхне упраса хăварнă вĕт. 5-мĕш ĕмĕрте Аттила Хунсен патшалăхне туса хунă. «Эпир пулнă, пур, пулатпăр!» — тесе тĕнчене пĕлтернĕ. Киев Руçĕпе пĕр вăхăтра пирĕн несĕлсем Атăлçи Пăлхар патшалăхне никĕсленĕ. 13-мĕш ĕмĕр пуçламăшĕнче тутар-монголсем чăваш халăхĕн 80 процентне пĕтернĕ. Василий Димитриев историк çак пулăма геноцид тесе палăртать. Чăвашсем 16-мĕш ĕмĕрте вырăс халăхĕпе пĕрлешнĕ хыççăн Феникс кайăк пек çĕнĕрен чĕрĕлсе тăнă. Пирĕн çакна нихăçан та манмалла мар, — тет профессор.
Ӳт вилсен те чун пурăнать
Чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлĕ-хĕрĕ нумай. Вĕсенчен пĕри — тĕнчипе паллă художник Алексей Кокель. Вăл чăваш çыннисенчен пĕрремĕш Раççей ÿнер академине вĕренсе пĕтернĕ, чăвашсен профессилле ÿнер искусствине никĕсленĕ. Патăрьел районĕнчи Турхан ялĕнче çуралса ÿснĕскерĕн пурнăçĕ Чăваш Енрен аякра иртнĕ…
— Пирĕн пурнăçра нимĕн те ăнсăртран пулмасть. Пурнăç йĕркине тытса пыракан темĕнле вăйсем пур, — тет Владимир Александрович. — 2004 çулта кĕтмен çĕртен тенĕ пек Алексей Кокелĕн пуян пултарулăх еткерĕпе кăсăкланма пуçларăм. Манăн ачалăх Кокель çуралса ÿснĕ ялта иртнĕ, эпĕ вăл вĕреннĕ шкулта пĕлÿ илнĕ, пиччĕшĕн Иванăн çуртĕнче пурăннă, çывăх тăванĕн ывăлĕпе 8-мĕш класчен пĕр парта хушшинче ларнă пулин те çак художник пирки нимĕн те пĕлмен.
Алексей Кокель ячĕ иртнĕ ĕмĕр пуçламăшĕнчех тĕнчере ырăпа палăрнă. Анчах тăван тăрăхра ун çинчен калаçма, ăна аса илме чарнă. Пиччĕшне тата шăллĕне «халăх тăшманĕсем» тесе персе вĕлернĕ çын, паллах, çĕнĕ влаçшăн ют пулнă. Художник çĕре кĕнĕ хыççăн çеç 1960 çулсенче мăшăрĕ Анна Афанасьевна тата Харьковри ĕçтешĕсем тăрăшнипе Чăваш Енре Кокель ĕçĕсен куравне йĕркеленĕ. 1979 çулта А.Кокелĕн 200 ытла картинине Чăваш Ене илсе килнĕ. Тĕлĕнмелле пысăк пуянлăх вăл, чăваш халăхĕн ылтăнран та хаклă мулĕ. Паллă художник çуралнăранпа 125 çул çитнĕ ятпа Шупашкарта тата Турханта пысăк ăслăлăх конференцийĕ иртнĕ.
— Экрансем çине Арсений Тарасовпа пĕрле ÿкернĕ «Возвращение. А.А.Кокель» фильм кăлартăмăр. Çакăн хыççăн тинех Кокеле Чăваш Ене илсе килтĕмĕр тесе шухăшлатпăр, — каласа кăтартрĕ Владимир Александрович. — Вăл ĕмĕр тăршшĕпех Чăваш Ене килме ĕмĕтленнĕ. 1920 çулта Чĕмпĕр кĕпĕрнинче тĕнче шайĕнчи ÿнер шкулне йĕркелесшĕн пулнă. Анчах тиф эпидемийĕ алхаснăран хулана лекеймен, Турханта хĕл каçнă хыççăн унăн Харькова каялла кайма тивнĕ. 1928 çулта чăваш художникĕсем ун патне тăван тăрăха таврăнма чĕнсе çыру янă. «Пирĕн вĕрентекен, пирĕн пуласлăх», — тесе çырнă хута архивра тупрăм. 1935 çулта республикăна килнĕ вăл, анчах нумай тытăнса тăрайман, НКВДна янă усал евите пула унăн пĕр талăкра Шупашкартан тухса кайма тивнĕ.
— Кашни çыннăн хăй хыççăн ырă йĕр хăвармалла. Çын пурнăçĕ çĕре кĕнипе вĕçленмест. Ÿт-пĕвĕ вилсен те унăн чунĕ пурăнать, — тет Владимир Васильев профессор. — Кокеле чылайăшĕ чăваш ÿнер искусствине никĕслекен тенине йышăнасшăн мар. Чăвашсен профессилле ÿнер искусстви иртнĕ ĕмĕрĕн 20-мĕш çулĕсенче пуçланнă теççĕ. Анчах Алексей Кокель 10-мĕш çулсенчех ĕçлеме пуçланă-çке, тĕнчипе палăрнă. Çакна историрен кăларса пăрахаймастăн.
А.Кокель ячĕ хальхи саманара пысăк пĕлтерĕшлĕ пулса тăчĕ. Тĕнчене чăваш культури пуррине пĕлтерес тĕллеве тĕпе хурса вунă çул каялла Чăваш Республикинче пленэр йĕркелеме пуçланă. Владимир Васильев Турхан ялĕнчи çак Кокель пленэрĕн, çавăн пекех Кокель вулавĕсен тата А.Кокель живопиç произведенийĕсен ăслăлăх-реставраци ĕçĕсене йĕркелесе пырать.
— Пленэрта тунă эскизсем тăрăх ÿкернĕ картинăсем тĕнчипе саланаççĕ. Çапла майпа тĕнчене Чăваш Ен илемне, чăваш халăхĕ пуррине кăтартатпăр, — тет Владимир Александрович. — Хальхи вăхăтра Раççее хирĕç вăрçă пырать. Çак самантра пирĕн пленэр вара общество дипломатийĕн тивĕçĕсене пурнăçлать. Пĕррехинче паллă художник Александр Черниченко пысăк аудитори умĕнче чăвашсем пирки çапла каларĕ: «Пĕлетĕр-и, чăваш халăхĕ — тĕлĕнмелле ырă та сăпайлă халăх». Çапла майпа пирĕн пленэр ÿнерçĕсене пĕр çĕре пуçтарнинчен анлăрах пĕлтерĕшлĕ пулса тухать.
Сăмах май, Владимир Александрович И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУра «Чăвашсемпе украинецсен культура çыхăнăвĕсен историйĕ» спецкурс ертсе пырать. Çакăнта та пирĕн халăхăн менталитечĕ палăрать: эпир никампа та çапăçмастпăр.
Туслăх тĕнчене тытса тăрать
Чăваш Енре çĕр ытла наци çынни пурăнать. Кашни халăха Владимир Александрович илемлĕ чечекпе танлаштарать. «Вĕсене пĕрле çыхсан мĕн тери капăр кăшăл пулать, — тет вăл хавхаланса. — Халăхсем пурте пĕр тан, пирĕн пĕрле пулмалла. Вырăс халăхĕпе пĕрлешнĕ хыççăн эпир пĕр çĕршывра — Раççейре — пурăнатпăр!»
Халăхсем пĕр-пĕрне хирĕç тăни мĕн патне илсе çитернине кÿршĕ çĕршывсенчи юлашки вăхăтри пулăмсем аван çирĕплетрĕç. Пĕрлĕхре вăй тесе ахальтен каламан. Халăхсене пĕр шухăшлă пулма вăхăт хăй хистет. Чăваш Республикинче Халăхсен ассамблейине туса хуни те ăнсăртран мар.
— Чăваш çĕрĕнче нихăçан та нацисене уйăрман. Ку таранччен мĕн чухлĕ халăх пĕтрĕ. Чăваш халăхĕ мĕншĕн упранса юлнă? Мĕншĕн тесен вăл ытти халăхпа туслă пурăнма пĕлет. Нацисене салатса яма тăрăшнă саманара пирĕн пĕрле пулмалла, — тет Владимир Васильев, Чăваш Енри Халăхсен ассамблейин ĕç тăвакан директорĕ. — Ку тытăма ертсе пыма Лев Кураков академике шанни те ăнсăртран мар. Чăвашсем мĕн авалтан шурсухалсене хисепленĕ, вĕсен ăслă сăмахĕсене итленĕ. Шурсухал тени вăл çÿç шуралнине пĕлтермест, çын ырă шухăшсемпе пуянланнине, ĕмĕр тăршшĕпе ăс-хакăл пуçтарнине çирĕплетет.
Чăваш Енре ассамблея туса хунине ытти халăх çыннисем те ырласа йышăннă. «Туслăх керменĕн çунса тăракан кăвайт, вĕресе тăкăнакан хуран пек пулмалла. Кунта аслисемшĕн çеç мар, пĕчĕккисемшĕн те кăсăклă пултăр. Çавăн пекех вăл пирĕн тăрăха килекен ытти халăх çыннисене чăваш çĕрĕнче хăйсен вырăнне тупма пулăштăр, — тет Владимир Александрович ассамблейăн малашнехи ĕç тĕллевĕсем çинчен каласа кăтартнă май.
Эпир — «ульяновецсем»
Кăçал Чăваш Ен историйĕнче паллă тепĕр пулăм çырăнса юлĕ: И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ уçăлнăранпа 50 çул пулать. Владимир Васильев профессорăн кун-çулĕ çак вĕренÿ заведенийĕпе тачă çыхăннă. Вăл — унăн пирвайхи студенчĕсенчен пĕри, ĕç биографине те унта пуçланă. Пирвайхи аспирантсенчен пĕри, кандидат, доктор степеньне кунта хатĕрленĕ…
Чăваш халăхĕшĕн университет вăл вĕрентÿ кăна мар, пысăкрах пĕлтерĕшлĕ тытăм. Ун пирки халăх тахçанах ĕмĕтленнĕ. 1920 çулта Чăваш автономи республикине туса хунă хыççăнах ĕмĕрхи çак шухăша пурнăçа кĕртесшĕн пулнă. Анчах кадрсем çитменни, ытти сăлтав чарса тăнă. 1967 çулта С.Ислюков Брежнев патне кĕрсе 15 минут калаçнă хыççăн Чăваш Енре университет уçма йышăннă. Ун чухне кунашкал аслă шкул Атăлçи тăрăхĕнче Хусанта тата Горькире çеç пулнă.
— Çурла уйăхĕн вĕçĕ… Эпир, И.Я.Яковлев ячĕллĕ пединститутăн 3-мĕш курс студенчĕсем, общежити илме маларах килнĕскерсем, урамра тăратпăр, — иртнĕ кунсене аса илчĕ Владимир Александрович. — Иван Одюков профессор иртсе пырать: «Саламлатăп! Эсир университет студенчĕсем! Сирĕн декан кам пуласси те паллă: Владимир Яковлевич Канюков». Шăпах тата хăйне асăрхарăмăр. «Ай, — тет хайхискер. — Нимĕн те паллă мар». Акă, пире авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче шăкăр-шăкăр пуçтарса кайрĕç. Çапла университет уçăлчĕ. Халĕ вăл пĕтĕм тĕнчипе паллă аслă шкул.
Университета И.Н.Ульянов ятне панă чухне Владимир Васильева мĕнпур студент ячĕпе сăмах калаттарнă. «Хăть ăçта кайсан та, хăть ăçта пулсан та «ульяновецсем» пулни çинчен ан манăр!» — тенĕ çамрăк. Хăй «ульяновецсенчен» пĕри пулнипе Владимир Александрович халĕ те мăнаçланать.
— Пĕррехинче Украинăра пирĕн университет И.Н.Ульянов ячĕпе хисепленнине пĕлсен манран: «Эсир вăхăт таппипе тан утатăр-им?» — тесе ыйтаççĕ. «Çак çын сирĕн станицăсенче шкулсем уçнă пулсан эсир мĕн тунă пулăттăр?» — тесе хирĕç ыйту панă хыççăн пĕри те пĕр сăмах та чĕнмерĕ. Чăннипех те пысăк хисепе тивĕç çын вăл, чăваш халăхне, ыттисене çутта кăларассишĕн нумай тăрăшнă, — палăртрĕ Владимир Александрович.
Валентина БАГАДЕРОВА.
Источник: "Хыпар"