23 декабря 2016 г.
2016 çула Чăваш Енре Ĕç çынни çулталăкне халалларĕç. Ĕç çынни патшалăхшăн пысăк пуянлăхĕ пулнине "Авангард" хаçат ĕçченĕсем те чылай çырчĕç. Ĕç çынни çулталăкне, унăн тĕп тĕллевне анлăн çутатма тăрăшрĕç. Эпĕ хаçат урлă районăн нумай пултаруллă çыннипе паллашрăм, маларахри çулсенче хăшĕн-пĕрин çинчен нимĕн те пĕлмен те.
"Ватă çын _ тăватă çын", "Ĕç çынна илем кỹрет". Çак ваттисен каларăшĕсем паянхи кун та кивелмеççĕ. Аслисенчен тĕслĕх илмелли пурах çамрăксен. Паллашар-ха эппин паян чылай çынна вĕрентнĕ, тĕрĕс çул çине тăма пулăшнă вĕрентекенпе.
В. Давыдов 1926 çулхи декабрĕн 26-мĕшĕнче Шупашкар районĕнчи Самуково ялĕнче чухăн хресчен çемйинче çуралнă. Ытти ачасем пекех çарран та чупнă, шыва та кĕнĕ, пулă та тытнă. Лаша кĕтĕвне çỹренĕ...
Шкула кайма вăхăт çитсессĕн парта хушшине ларнă. Кĕçĕн классенчен вĕренсе тухсан 1937 çулта Икасси вăтам шкулне çỹ-реме пуçланă. Анчах хаяр вăрçă пуçланнă. Чи йывăр та хăрушă çулсем... Вăй питти арçынсем тăван çĕршыва сыхлама тухса кайнă. Ватти-вĕтти вара хирте ака тунă, вырнă, пуçтарнă, вутă-шанкă хатĕрленĕ. Ача-пăча йывăрлăхсене пăхмасăрах пĕлỹ илме тăрăшнă, малалла вĕреннĕ.
Валентин Спиридонович ача чухне тĕрлĕ техникăпа кăсăкланнă, çавăнпа та вăтам шкултан вĕренсе тухсан 1943 çулта Чăваш патшалăх педагогика институтне çул тытнă. Физикăпа математика факультечĕн пĕрремĕш курс студенчĕ пулса тăнă.
Алла диплом илнĕ çамрăк вĕрентекене Первомайски районĕнчи Турханти вăтам шкула физика тата астрономи предмечĕсене вĕрентме янă. 50 çул çакăнта вăй хунă вăл. Эпеçрен, Аслă Чементен, Пăлапуç Пашьелĕнчен, Кĕçĕн Чементен, Тури Чакăран, Шăхачран, Упамсаран, Паснапуçĕнчен, Тури Тăрмăшран, Анат Тăрмăшĕнчен, Çăл Атăкран, Нăрваш Шăхалĕнчен, Вăрманхĕрри Шăхалĕнчен, Ясная Полянăран, Çĕньялтан, Хурама Тварĕнчен çỹрекен ачасене пĕлỹ панă.
Шутласа пăхăр-ха: 10-15 çухрăмран çуран, çумăр çунине, тăман вĕçтернине, шартлама сивве пăхмасăрах шкула килнĕ, ăс-тăн пуçтарнă, малалла вĕренме ĕмĕтленнĕ. Пиншер ачана тарăн пĕлỹ парас тесе вăй-халне шеллемесĕр ĕçленĕ Валентин Спиридонович. В. Давыдова ял-йыш хапăл туса йышăннă. Кунтах Валентин Спиридонович çамрăк специалистпа _ Мария Дмитриевнăпа паллашса çемье çавăрнă, икĕ ача çуратса ỹстернĕ. Анчах мăшăрĕ вăхăтсăр çĕре кĕнĕ.
Кама кăна пулăшман-ши В. Давыдов! Электроплитка, мотоцикл, машина, магнитофон, холодильник тата ыттине те тỹр- летмелле _ пурин патне те çитнĕ. Ăшă та ырă сăмахсемпе те пулин çынсен кăмăлĕсене çемçетнĕ, кирлĕ сĕнỹсем панă. Шкулта, ялта пулса иртекен пур мероприятине те хутшăннă.
Физика предметне вĕрентнĕ май педагог ачасене хăй çумне явăçтарнă. Кружоксенче мĕн каçченех опытсем туса ирттернĕ. Тĕрлĕрен прибор пуçтарнă. Ахальтен мар ĕнтĕ вăл вĕрентнĕ ачасенчен чылайăшĕ инженер профессине суйласа илнĕ. Вĕсен хушшинче Чăваш Республикинче пурăнакан паллă çынсем: В. Чекушкин, В. Остроумов, В. Васильев, В. Родионов, А. Павлова профессорсем, нумай çул ЧР финанс министрĕнче ĕçленĕ Н. Смирнов, Çĕнĕ Шупашкар хула мэрĕ пулнă Н. Сергеев, Раççей Федерацийĕн Чăваш Республикин полномочиллĕ представителĕ В. Шакин, космос карапĕсене пуçтарнă çĕрте вăй хунă А. Чернов инженер-конструктор тата ыттисем те. Раççей Федерацийĕн, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ, инженерĕ ята тивĕçнисем, паллă çар çыннисем, вĕрентекенсем, çыравçăсем, юрăçсем, художниксем, архитекторсем, йĕрке хуралĕнче, вăрман хуçалăхĕнче ĕçлекенсем мĕн чухлĕ тата!
Ĕç ветеранĕ 90 çул тултарнă ятпа вĕсенчен чылайăшĕнчен ăшă салампа тав сăмахне йышăнĕ.
В. СЕРГЕЕВ, Чăваш Республикин Тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)