Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » СУЙЛАВА _ ЫРĂ МАЛАШЛĂХПА

26 сентября 2016 г.

СУЙЛАВА _ ЫРĂ МАЛАШЛĂХПА

20 сентября 2016 г.

 2016 çулхи сентябрĕн 18-мĕшĕнче ирхине 8 сехетрен пуçласа каçхине 20 сехетчен районти 52 суйлав участокĕнче Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин, Чăваш Рес- публикин Патшалăх Канашĕн тата вырăнти самоуправлени органĕсен депутачĕсен суйлавĕ иртрĕ. Списока кĕртнĕ 25815 суйлавçăран малтанхи кăтартусемпе 90: сасăлава хутшăннă. Сасăлав итогĕпе тĕплĕнрех çитес номерте паллаштаратпăр.

Туçа. Вăтам шкулта йĕркеленĕ суйлав участокĕнче ирпе-ирех хаваслă юрă-кĕвĕ чунра ырă туйăм çуратрĕ. Хăйсен сассисене çĕршыв, республика пуласлăхĕшĕн, ырă малашлăхшăн парас, Раççей Федарацийĕн Патшалăх Думине тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашне тивĕçлĕ депутатсене суйлас тĕллевпе ял халăхĕ ирех вăраннă, 8 сехет тĕлнех ватăсем те, çамрăксем те çемьепе, ачи-пăчипе участока çитрĕç. Суйлав списокĕпе 536 гражданин хăйĕн Конституци тивĕçне пурнăçламалла. Списока кĕртнисенчен 21-шĕ ытти участоксенче сасăлава хутшăнма открепительнăй удостоверенисем илнĕ.

_ Туçасем суйлава ытти чухне те пысăк хастарлăхпа хутшăнаççĕ. Уйрăмах ирхи кỹлĕм суйлавçăсем пысăк активлăхпа суйлав участокне килчĕç. Ирхине 10 сехет тĕлнех суйлавçăсен 36 проценчĕ хăйсен сассисене пама ĕлкĕрчĕç. Пĕрремĕш бюллетене чылай суйлаври пекех "Тойсинская" агорофирма ертỹçи Геннадий Рубцов илчĕ. Ун хыççăнах ялти хисеплĕ çын, ĕç ветеранĕ Валерий Салмин сасăларĕ, _ пĕлтерчĕ суйлав участокĕн председателĕ В. Жукова.

Патăрьел. 301-мĕш участок _ район центрĕнче вырнаçнă тăватă участокран пĕри. Суйлав комиссийĕн председателĕ Т. Кур- нусова сакăр сехетре сасăлав пуçланни çинчен пĕлтернĕ хыççăн Юрий Портнов пĕрремĕш регистрациленсе бюллетеньсем илчĕ, тивĕçлĕ кандидатсемшĕн сасăларĕ. Суйлава çынсем ушкăнăн-ушкăнăн, ачисемпе, мăнукĕсемпе пуçтарăнчĕç.

"Суйлав кунĕ пирĕншĕн çемье уявĕ пекех. Эпир яланах унта мăшăрпа, хĕрĕмпе çỹретпĕр. Хальхинче те пысăк кăмăлпах хутшăнтăмăр",_ пĕлтерчĕ хăйĕн туйăмне Надежда Раськина урнăна бюллетене янă май.

Аслă Чемен. "Çак кунхине ялти суйлав участокне татти-сыпписĕр тенĕ пек халăх утрĕ. Çынсем суйлав пĕлтерĕш-не, унăн хакне вырăна хурса ăнланни сисĕнчĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ 12 сехет тĕлне суйлавçăсен 56 проценчĕ хăйсен сассине пачĕç. Пĕтĕмĕшле илсен Раççей Патшалăх Думин тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсене суйламалли кун _ сентябрĕн 18-мĕшĕ _ пирĕншĕн начар мар, асра юлмалла та иртрĕ. Списока кĕртнĕ суйлавçăсенчен Аслă Чемен участокĕпе 95 процент, Тури Чакăпа 88 процент хăйсен гражданла тивĕçне пурнăçлани кăмăллă",_ кĕскен пĕлтерчĕ хăйĕн шухăшне Аслă Чемен ял тăрăх пуçлăхĕ Г. Медведев.

Кĕçĕн Арапуç. РФ Патшалăх Думин тата ЧР Патшалăх Канашĕн суйлавне пĕр çемьерен виçĕ ăру хутшăннă. Василий Петровичпа Зоя Карповна Маркидановсем çулĕпе çамрăк мар: кил хуçи 92 çулта, сакăр ача амăшĕ _ 86ра. Апла пулин те вĕсем суйлава пысăк хавхаланупа пынă. Сăмах май каласан, Маркидановсен çемйинчен виçĕ ăру суйлав участокĕсене кайса Раççей тата республика шайĕнчи тивĕçлĕ депутатсемшĕн хăйсен сассисене панă.

_ Вуннăмĕш теçеткере пыратăп пулин те, хамăр пурнăçпа, ачасен, мăнуксен малашлăхĕпе çыхăннă суйлавсене яланах хутшăнатпăр, нихăçан та унтан айккинче юлман. Пирĕн ырă тĕслĕхе ачасем çеç мар, мăнуксем, вĕсен ачисем те курччăр,_ хавхаланса пĕлтерчĕ пирĕн хаçат сотрудникне вăрçă вучĕ витĕр тухса ĕмĕр тăршшĕпе ĕçпе пиçĕхнĕ ветеран.

Хирти Пикшик. Суйлав участокĕнче сасăлав пуçланиччен чăн малтан Раççей, Чăваш Ен, район гимнĕсем мăнаçлăн янăранă. Участока пуçтарăннисем пĕрремĕш бюллетеньсене иличчен ĕçпе вăрçă ветеранĕ, Хирти Пикшик ялĕн хисеплĕ çынни Минулла Зарифуллович Валиуллов аслисен йăли-йĕркипе суйлава лайăх ирттерсе яма ырă суннă, ун хыççăн хăйех пĕрремĕш бюллетене урнăна янă.

Суйлав куннех курав ĕçлерĕ

Турхан тăрăхĕнче тавралăх илемне сăрă ăстисем, профессионал художниксем пленэрта çулсеренех курса хаклаççĕ, пахалаççĕ, хăйсен ĕçне пир татăкĕ çине йĕрлеççĕ... Ỹнерçĕсем çеç мар, Турханта пурăнакан ытти алă ăстисем те тавралăх илемне, чун пуянлăхне хăйсен ĕçĕсенче кăтартма пултараççĕ. Шăпах çакна сентябрĕн 18-мĕшĕнче суйлав участокне килекенсем тепĕр хут курса ĕненчĕç те. Курава тăратнă тĕрĕсене пĕрне хĕреслĕ меслетпе, теприне тултарса, виççĕмĕшне шăрçапа ăсталанă. Турханти вăтам шкулти И. Лещева йĕркеленĕ кураври экспозицисем пĕринчен тепри паха, илĕртỹллĕ. Урăхла каласан, суйлав кунне кăмăла çĕклеме, хавхаланма, ырă ĕçсене пахалама Турхансен мĕн пур май пулнă. Материалсене

А. ЕГОРОВА пухнă.

Хаклав

Мария ЯРУСОВА, вĕрентекен:

_ Козловкăпа Пăлакасси ялĕсенчен суйлава хутшăннă чи ватă çын 101 çулта. Пелагея Васильевна Суркова салтак арăмĕ суйлава пысăк кăмăлпа хăйĕн сассине тивĕçлĕ кандидатсемшĕн парас тĕллевпех комисси членĕсене киле килсе сасăлаттарма ыйтнă. Сăмах май каласан, Пăлаки аппа маларахри суйлавсенче те çакнашкал хастарлăх кăтартнă. Кăçалхи сасăлав вара уншăн тепĕр пулăмпа та асра юлнă. Унăн юратнă кĕçĕн мăнукĕ Дария пĕрремĕш хут алла бюллетень илсе хăйĕн гражданла тивĕçне пурнăçланă.

Миндания Кисеева, Патăрьелĕнчи "Сказка" ача сачĕн воспитательници:

_ Суйлав умĕн районта "Суйлава _ атте-аннепе" текен конкурс йĕркеленĕрен пирĕн коллективри ĕçтешсем те чылайăшĕ участоксене ачисемпе, мăнукĕсемпе утрĕç. Çакă питĕ вырăнлă тесе шутлатăп. Мĕншĕн тесен кирек мĕнле туйăма та, яваплăхпа тивĕçе те ачасене пĕчĕкрен хăнăхтармалла. Эпĕ те хальхинче хамăн хĕрĕмпе Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта вырнаçнă сасăлав участокне кайрăм.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429362, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Тарханы,ул.Кокеля, д.23
Телефон: 8(83532) 68-4-24
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика