Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Яла килет флюорограф…

30 августа 2016 г.

Сывлăх пулсан мул та, укçа та пулать, тенĕ ваттисем. Çавăнпа ăна аптекăра шырамалла мар, инкек ересрен хамăрăн сыхланмалла. Акă, тухтăрсем кашни çыннах çулталăкра пĕрререн кая мар районти тĕп пульницана кайса флюорографи тума сĕнеççĕ. Уйрăмах хĕрĕхрен иртсен питĕ тимлĕ пулмалла. Ĕçкĕпе иртĕхекенсен, наркомани е урăх мур серепине лекнисен, ют çĕршывсенчен килсе ĕçлекенсен е тĕпленнисен асăннă тапхăрта икĕ хутчен рентгенăн пĕчĕк пайăркисем витĕр тухмалла.

Ку пĕрре те йывăр мар: касса-шăтарса суранламаççĕ темелле, укçа илмеççĕ. Ун вырăнне ăш-чик мĕнле ĕçленине пĕлсе тăма май пур. Чир-чĕ-ре те маларах палăртатăн. Халĕ, ав, ракпа вилекен сĕре йышлă. Чĕрепе юн тымарĕсем ураран ỹкереççĕ, ытла та ир пурнăçран уйăраççĕ... Флюорографинче вĕсем тỹрех ал тупанĕ çинчи пек паллă. Тепĕр енчен, кунтах пĕтĕмĕшле практика врачĕ те юнашар пулать, кирлĕ сĕнỹсем парать.

Шел те, çак ансат йăлана хăнăхман çынсем чылай. Питĕ нумай тесен те тĕрĕс. Районăн фтизиаторĕ Валентина Казакова пĕлтернĕ тăрăх, ун пеккисем пĕтĕм халăхăн çуррине яхăн! Сăлтавĕсем яланхиллех. Пĕрремĕшĕнчен, каларăмăр ĕнтĕ, хамăр ытла та сỹрĕк. Чир вăл илĕртмесĕрех иленнине манатпăр. Иккĕмĕшĕнчен, район центрне кайса çỹреме инçе пек, вăхăт иртет, хальхи хаксемпе тăкаклă та.

Çавсене шута илсе-тĕр, пирĕн районти инçетри ял тăрăхĕсене çуллен çуллахи вăхăтра республикăри туберкулеза хирĕçле диспансертан ятарласа флюорограф килсе çỹрет. Оборудованине специализациленĕ автомашина çине вырнаçтарнă. Кун каçа вăл вун-вун çынна йышăнма пултарать. Килнĕ çынсене пĕрне те каялла тавăрса ямаççĕ. Çак кунсенче Шупашкар специалисчĕ Турхан больницин участокне кĕрекен Аслă Чемен ялĕпе Турханти психоневрологи интернатĕнче икçĕре яхăн арçынпа хĕрарăма флюорографи кабини витĕр кăларнă. Турхан, Тури Тăрмăш, Упамса, Анат Тăрмăш тата Çĕньял ялĕсенче пурăнакансем те яла килекен флюорограф патĕнче пулма ĕлкĕрнĕ. Халăха маларах палăртнă вырăнсенче (ытларах фельдшер-акушер пункчĕ тата ял администраци çурчĕ умне) пухăнма ыйтаççĕ. Чăн та, электронлă аппаратура çĕмрĕлнине пула графикпа пĕлтернĕ кун флюорограф вĕсем патне çитеймен-ха. Анчах ку вăхăтлăх инкек кăна. Тĕп хулари диспансер ертỹçисем çитменлĕхе кĕске хушăра пĕтерме шантараççĕ. Малалла вара флюорограф Ишлĕ тата Аслă Арапуç енчи ялсене çитме палăртать. Халăх сывлăхĕшĕн яваплă тухтăрсем çак ансат профилактика мелĕпе анлăрах усă курасса шанаççĕ.

Н. ЛАРИОНОВ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429362, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Тарханы,ул.Кокеля, д.23
Телефон: 8(83532) 68-4-24
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика