09 августа 2016 г.
Темиçе çул каялла Турхан ял тăрăхне кĕрекен Хурама Твар ялне çуран чухне пылчăкра вăрăм кунчаллă атăпа, ун пек пулмасан вара урхамахпа е хăватлă "Беларус" тракторпа çеç çитме пулатчĕ. Паян вăрман çывăхĕнчи илемлĕ вырăнта тĕпленнĕ çак ял çыннисемшĕн те ыттисем пекех ырлăх çитрĕ: çулĕ те, пурăнмалли ытти условисем те пур. Пĕр йышри евĕр туслă пурăнма хăнăхнă Хурама Тварсем ахальтен мар ĕнтĕ ултă çул каялла хăйсен савăнăçне пĕрле пайламалли сăлтав шыраса тупнă. Ун чухнех вĕсем ял уявне "Савнă ялăм _ пĕчĕкçĕ çĕршывăм" ят панă. Хальхинче те район администраци пуçлăхĕн шайĕнче йĕркеленĕ мероприяти çỹллĕ шайра иртнĕ. Тăван ялăн 85 çулхи юбилейне ял çыннисемпе уйрăм хастарсемсĕр, депутатсемсĕр пуçне çак ялта çуралса ỹснĕ аякри те, çывăхри хăнасем те çитнĕ. Урăхла каласан, Хурама Твар ял уявĕнче пурте кăмăлтан савăннă: тивĕçлисене Хисеп грамотисем парса чыс тунă, спортпа "чирлисем" тĕрлĕ ăмăртура вăй виçнĕ, юрланă-ташланă. Сăпас умĕнхи çĕнĕ пылпа пулă шỹрпин техĕмне те хăнасем чылайччен асра тытĕç.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)