Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Десант çарĕсен подполковникĕ _ Упамса мăнаçлăхĕ

02 августа 2016 г.

Юхмапа Пăла тăрăхĕ паллă çынсемпе пуян. Десант çарĕн подполковникĕ, Упамса чăвашĕ Владимир Петрович Сымов чăнласах та ял, район мăнаçлăхĕ шутланать. Вăтам шкултан лайăх паллăсемпе çеç вĕренсе тухнă каччă 1988 çулта Чăваш патшалăх университечĕн электрификаципе автоматизаци факультетне вĕренме кĕрет. Çав вăхăтрах вăл тĕрлĕрен спорт енĕсемпе туслашать, Шупашкарти аэроклуба парашютпа сикекенсен курсне çỹрет. Унта икĕ çул вĕреннĕ хыççăн Канашри педагогика училищинче пĕлỹ пухакан Алеша шăллĕ-пе çар службине кайма шут тытнă. Телее, иккĕшĕ те сывлăшри десант çарне лекнĕ. Служба вăхăтĕнче ун чухнехи Югославире (Миротворческие силы) текен организацире тăрать.

Служба хыççăн Алеша Канашри педагогика училищине вĕренме таврăнать, Володя Рязаньти В. Маргелов арми генералĕ ячĕпе хисепленекен аслă çар десантпа команда училищине вĕренме кĕрет. Унтан хĕрлĕ дипломпа вĕренсе тухнă çамрăк лейтенанта çак училищĕнех службăна малалла тăсма хăвараççĕ. Малтан взвод командирĕ, ун хыççăн рота, батальон командирĕн çумĕ, батальон командирĕ таранах ỹссе подполковник ята тивĕçет. Владимир Петрович унта ĕçленĕ вăхăтра хамăр район каччисене те май пур таран вĕренме кĕме пулăшать. Турханти А. Косойкин, Е. Прядкин, Упамсари Д. Савельев, Алманчăри Н. Сымов, Çĕньялти Н. Киркин,Туçари Д. Осипов тата ыттисем те çак вĕренỹ заведенийĕнчен лейтенантсем пулса тухнă. Паян вĕсем тĕрлĕ хулара хăйсен çар службине малалла тăсаççĕ. Сăмах май каласан, Николай Сымов 2012 çулхи çĕртме уйăхĕн 28-мĕшĕнче Раççей Президенчĕ В. Путин йыхравланипе Мускавра Кремльти Георгиевски залĕнче аслă çар академийĕсене тата аслă çар университечĕсене хĕрлĕ дипломпа пĕтернĕ офицерсен тĕлпулăвĕнче те пулнă. Унсăр пуçне Владимир Петрович Аслă Çĕнтерĕве ха- лалланă парада та темиçе хутчен хутшăннă.

В. СЫМОВ. Упамса ялĕ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429362, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Тарханы,ул.Кокеля, д.23
Телефон: 8(83532) 68-4-24
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика