02 августа 2016 г.
Юлашки çулсенче районти пĕчĕк ялсенче те кĕлĕ çурчĕсен алăкĕсем уçăлаççĕ. Ял çыннисем, Турра ĕненекенсем тата уйрăм хастарсем тăрăшнипе çĕкленекен часовньăсенче пуçтарăнса çынсем хăйсен чунне пушатма пултарнине, пиртен ĕмĕрлĕх тĕнчене куçнă тăванăмăрсене хисеп туса пуç тайнине, вĕсен канлĕхĕшĕн çурта лартнине ырламалла çеç. Çак кунсенче çеç Упамсасем те Петрпа Павел Апостолсен ячĕпе кĕлĕ çуртне уçнă, Турханти чиркỹ настоятелĕ Петр Забегаев протоиерей ăна сă- вапланă, кĕске вăхăтра туса лартнă часовньăшăн тав тунă. В. Тютевпа А. Пятаков хастарсен ыркăмăллăхĕпе тата строительсен тăрăшулăхĕпе çĕкленнĕ пĕчĕк чиркỹ çурчĕ ял уявĕнче халăхшăн чи пысăк парне вырăнне те пулнă, ял историйĕн страницине те çырăнса юлнă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)