Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Упамсасем ял уявĕнче савăнчĕç

15 июля 2016 г.

 Питрав кунĕнче Упамсасем тăван ял уявĕнче савăнчĕç. Вăтăрмĕш хут пуçтарăнчĕç вĕсем хитре уçланкăна. Вăрман тăрăхĕнче пурăнакан ĕçчен те пултаруллă ял çыннисене чăн малтанах вырăнти администраци пуçлăхĕ А. Сымов саламларĕ, пурне те йăлана кĕнĕ пысăк уява савăк кăмăлпа ирттерсе яма сунчĕ. Упамсасен праçникне хапăл тунă район администраци пуçлăхĕн çумĕ _ экономика, ял хуçалăх, çĕр хутшăнăвĕсен пай пуçлăхĕ Л. Кузнецов, район Пухăвĕн депутачĕ С. Манзуркин, ял тăрăх кураторĕ Н. Янтыков, Патăрьелĕнчи БТИ директорĕ Н. Барышников, Турханти психоневрологи интерначĕн директорĕ А. Бабаев, ял старости И. Вавилов, ял тăрăх депутачĕ Л. Вавилов тата ытти хăнасем те салам сăмахĕпе пĕрлех çултан çулах хăйĕн хакне, пĕлтерĕшне ỹстерсе пыракан ял уявĕ ĕçре кăтартуллисене, спортра пултаруллисене, обществăлла ĕçре хастаррисене ятран аса илмелли чи меллĕ самант пулнине те палăртрĕç. Çавăнпа та чи тивĕçлисем тĕрлĕ шайри Хисеп грамотисемпе парнесене илчĕç.

Марина Стефейкина хастар вара ял çыннисене пысăк парне турĕ, хăй шучĕпе Шупашкартан чи чаплă юрăçсене сцена çине кăларса савăнтарчĕ.

Хăнасемпе, ял çыннисемпе какай шỹрпи çиме лариччен спортсменсем футболла, волейболла выляса тупăшрĕç, вăйлинчен вăйлисем помост çине тухрĕç тата ытти те. Упамсасен юбилейлă ял уявĕ асра юлмалла иртрĕ.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429362, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Тарханы,ул.Кокеля, д.23
Телефон: 8(83532) 68-4-24
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика