Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Турханта Х пленэр ĕçлеме пуçларĕ

12 июля 2016 г.

Иртнĕ эрнере районта пĕлтерĕшлĕ мероприятисем чылай иртрĕç. Вĕсенчен пĕри _ паллă ỹнерçĕ-ентеш çĕршы- вĕнче _ Турханта _ йĕркелекен йăлана кĕнĕ Х пленэр уçăлчĕ. Сăрă ăстисен уявне уçнă çĕре район администраци пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Чăваш Республикинчи культура министрĕн çумĕ Вячеслав Оринов, Кокель пленэрĕн координаторĕ, культурологи докторĕ, истори наукисен кандидачĕ, Владимир Васильев профессор, профессионал сăрă ăстин тăванĕ Николай Сергеев, Алексей Кокель музейне, унпа пĕрлех пленэра йĕркелесе ярас тĕллевпе чылай тăрăшнă Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ Валентин Сергеев хутшăнчĕç. Чăваш çĕрĕ çинче вуннăмĕш хут иртекен пленэра вара Шупашкартан çеç мар, Мускаври, Самарăри, Тутарстанпа Пушкăртстанри, Беларуçри паллă художниксем хапăл тунă. Ку таранччен Турхан тăрăхĕнчи илемлĕ вырăнсемпе ĕçчен халăхне пир татăкĕ çине ỹкерсе пысăк та пархатарлă ĕç тăвакан 110 паллă профессионал килсе ĕçленĕ. Вĕсем хушшинче вĕренсе пыракан ỹнерçĕсем те, çак ĕçре "шурсухал" ята тивĕçнисем те пур.

Х пленэр Турханта июлĕн 8-мĕшĕнчен пуçласа 21-мĕшĕччен ĕçлет. Кăмăл пуррисем художниксемпе куçа-куçăн курнăçма та, шкулта йĕркеленĕ куравпа паллашма та пултараççĕ.

А. НИКОЛАЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429362, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Тарханы,ул.Кокеля, д.23
Телефон: 8(83532) 68-4-24
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика