08 июля 2016 г.
КИРЕК мĕнле ашшĕ-амăшĕшĕн те хăйĕн ывăл-хĕрĕ пирки ырă та ăшă сăмах илтни симпылпа танах. Шăнкăртамри Чукмаевсемшĕн те çак кунсенче Рафик ывăлĕ Мускавра службăра тăракан çар чаçĕн командирĕ ашшĕпе амăшĕ _ Абдрашид Арифулловичпа Дания Миназымовна _ ячĕпе янă тав çырăвĕ ачине чун панă çынсемшĕн тем пысăкăш парне вырăннех пулнă.
Сăмах май каласан, çак кунсенче иртнĕ çулхи çуркуннехи призыв тапхăрĕнче çар хĕсметне кайма пил панă каччăсем пĕрин хыççăн тепри хăйсен служба тивĕçне ăнăçлă пурнăçласа таврăнни кăмăллă. Акă, Анат Туçари Алексей Астраханцев пĕлтĕр çак вăхăтра аслă пĕлỹ илнĕ хыççăн салтак тумне тăхăннă. Костромара салтак тивĕçне пурнăçланă ывăлне ашшĕпе амăшĕ тата çывăх тăванĕсем çак кунсенче десантник тумĕпе кĕтсе илнĕ. Чи кăсăкли Алексей Геннадьевич хамăр районти Кивĕ Ахпỹртри Василий Кошкин, Турхан енчи Юрий Андреев десантниксемпе пĕр кунтах Конституци тивĕçне пурнăçласа Тăван çĕршыва хỹтĕлеме тухса кайнă, пĕрлех тăван Патăрьелне таврăннă... Пĕр кунта присяга йышăннă служаксем хăйсен туслăхне малалла тăсма, çемьеллĕ пулсан та ĕмĕр пĕрле пурăнма тупа тунă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)