01 июля 2016 г.
Турхан ялне пырса кĕнĕ çĕрте çут çанталăкăн илемлĕ кĕтесĕ _ дендропарк пур. Вăл _ ботаника сачĕ. Унта Азирен, Америкăран, Европăран тата ытти çĕртен кỹр-се килнĕ 40 ытла тĕрлĕ йывăç ỹсет. Вĕсем пурте чĕрĕлнĕшĕн чун савăнать. Дендропарка пырса куракан та йышлă. Çуллахи каникул вăхăтĕнче шкулта йĕркеленĕ "Родничок" сывлăха çи- рĕплетекен лагере çỹрекенсем те çитрĕç. Унта парка чĕртекенпе, Турханкасси лесничествин лесничийĕпе, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вăрманçипе Н. Янтыковпа тĕл пулчĕç. Вăл ачасене кунта ỹсекен ỹсен-тăранпа, йывăçсемпе паллаштарчĕ.
Дендрари чăваш картти çинчи ялшăн паха пуянлăх. Ăна регион пĕлтерĕшлĕ палăкпа танлаштараççĕ. Курма килекенсем те пурте кăмăллă.
Чуна илĕртмелли вырăнсем Турхан таврашĕнче татах та пур. Плотина хĕрринче чечексем ỹсеççĕ, çырласем пиçеççĕ, кайăксем юрлаççĕ... Ахальтен мар ĕнтĕ кашни çулах тĕнче шайĕнчи ỹнерçĕсем пирĕн ентеш _ Алексей Кокель художникăн тăван ялне пуçтарăнаççĕ. Кăçал вуннăмĕш пленэр çак ялта июлĕн 8-21-мĕшĕсенче ĕçлĕ.
Сăмах май каласан, çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен пуçтарăннă сăрă ăстисем Турхана 2007 çултанпа пухăнаççĕ. Ку таранччен пленэра 100-е яхăн Раççей тата Украина художникĕсем хутшăннă. Пысăк ĕçĕн пуçаруçи тата ăна йĕркелесе пыраканĕ В. Васильев профессор.
А. ИВАНОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)