15 июня 2016 г.
РАЙОНТА вăхăтран вăхăта донор кунне йĕркелесси ырă йăлара. Турханта та ку таранччен сахал мар çакнашкал пархатарлă мероприяти йĕркеленĕ-ха. Анчах та хальхинче хăйсен кăмăлĕпе те ирĕкĕпе юн пама килекенсем юн илекен пунктран кăмăлтан савăнса, кунтан çĕнĕ вăй пуçтарса кайнă. Районти çамрăксен обществăлла пĕрлĕхĕн координаци Канашĕн ертỹçи Алина Антонова ертсе пынипе волонтерсем килен-каянсене хальхи вăхăтри астармăш ташăпа _ флешмоб текеннипе _ саламланă. Вăтам шкулти кану лагерьне çỹрекенсем те аслă пиччĕшĕсемпе аппăшĕсене хăйсен хусканăвĕсемпе тĕлĕнтернĕ. Кунтах донорсем хушшинче тĕрлĕрен конкурссем те йĕркеленĕ. Чăн-чăн уявран мĕнрен кая? Ку çеç те мар-ха. Турханти врач амбулаторийĕн тухтăрĕ Анатолий Кольцов хастар ỹпке валли усăллă çимĕçсен куравне те йĕркеленĕ. Кулленхи менюра сĕт, суханпа чеснок, олива çăвĕ, пыл, кишĕр, тинĕс купăсти пулни пуриншĕн те усăллă-мĕн.
Çапла вара çак кунхине тĕрлĕ çулхи 48 çын усăллă та сăваплă ĕç тунă. Вĕсенчен ытларахăшĕ яланхи пекех Турханти психоневрологи интерначĕн ĕçченĕсем.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)