24 мая 2016 г.
Çак ыйтăва шкул çулне çитмен чылай ачан ашшĕ-амăшĕ парать. Вулама, çырма, шутлама пĕлни парта хушшине ларма хатĕр пек туйăнать вĕсемшĕн. Тĕрĕссипе çакă "ту тăрри" çеç-ха. Ыйтăва анлăн тишкерсе тухмалла. Пĕр енлĕн хуравлама çуках.
Чылайăшĕ тата ачаран та килет: хăшĕ-пĕри 7 çулта та хатĕр мар, тепри улттăрах пултаруллă та тавçăруллă. Психологсем вара 7 çулта шкула каймалла тесе палăртаççĕ. Теприсем улттăри сайра-хутра çеç чирлет, ача садне çỹрет, ушкăна çăмăллăнах хăнăхать, пуплев тĕлĕшĕнчен аталаннă сасăсене тĕрĕс калать пулсассăн, сăмах пуххи хăйне кура çителĕклĕ, нумай ĕçе хăй тĕллĕн тума (тумланма, çăвăнма, вырăнне пуçтарма тата ыт. те.), кун йĕркине хăнăхнă, уйăрса панă вăхăта сĕтел хушшинче вылямалли вăйăсемпе е ỹкерессипе, çырассипе ирттерет пулсассăн шкул портфелĕ хатĕр- леме тытăнма юрать теççĕ.
Пулас шкул ачин вара ăс-тăн аталанни, хăй тĕллĕн тавçăрса илме, тĕрлĕ задача шутлама пĕлни кирлĕ. Çакăншăн ашшĕ- амăшĕн те тăрăшмалла. Пĕрле ларса кăткăс кĕнекесем вуласа памалла, пурнăç, тĕрлĕ пулăм çинчен сỹтсе явса ача тавра курăмне аталантармалла, саспаллисене, цифрăсене, геометри фигурисене палламалла, тĕссене уйăрмалла, сылтăм, сулахай енсене пĕлмелле тата ытти те. Сыпăксене сыпăнтарни, вуннă таран каялла-малалла шутлама пĕлни лайăх. Нумайрах ỹкерни, йăваласа тĕрлĕ кĕлетке туни, конструкторпа пуçтарни, вĕтĕ шăрçапа япаласем ăсталани тимлĕхе тата ларма пĕлнине аталантарать. Сăвă-юрă вĕренни асра тытассине ла- йăхлатать.
Упамсари шкул-ача садне 18ăн çỹреççĕ. Тĕрлĕ ỹсĕмри ачасем пулсан та аслăраххисемпе шăпах çаксене тĕпе хурса ĕçлеме тăрăшатпăр та ĕнтĕ.
Пĕрремĕш класс ачин 15-20 вĕренекен хушшинчи тĕрлĕ инфекципе кĕрешме çирĕп иммунитет пулмалла. Çавăнпа сывлăх та çирĕп кирлĕ. Ирсерен физзарядка тумалла, уçă сывлăшра тĕрлĕ вăйă вылямалла. Шкулăн "эстафета" çулĕ вăрăм _ 11 çул. Çавăнпа та вĕренỹ "стартне" ачасене лайăх тăратасчĕ.
А. ПЯТАКОВА, воспитатель
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)