24 мая 2016 г.
Тепĕр чухне эпир "Манăн нимĕн те ыратмасть, больницăна мĕншĕн каймалла-ха?" тетпĕр. Анчах диспансеризаци чылай çынра вăраха кайнă чирсене тупса палăртма май панине шута та илместпĕр. Тĕрĕсленни хамăршăнах усăллă-çке.
Çулленех 18тан аслăраххисен ỹсĕм çулĕ 3 цифра çине пайланать пулсан диспансеризаци тухмалла. Çакнашкаллисен шучĕ вырăнсенчи фельдшерпа акушер пункчĕсенче, врач амбулаторийĕсенче пурах. Кашни çынпа калаçма тăрăшаççĕ медицина ĕçченĕсем. Вăрçă ветеранĕсен сывлăхне тĕрĕслессине мала хураççĕ, вăрçă ачисем патне те тимлĕх уйăраççĕ. Турханти врач амбулаторийĕнче вара тепĕр хавхалантару та кĕртнĕ. Пĕрремĕш кварталта ку енчи 120 çын диспансеризаци тухнă. Кашни уйăхра _ хĕрĕхшерĕн. Кăмăллă. Çакăншăн пурте лотерея вылявне хутшăнма тивĕçнĕ. Январьте, февральте, мартра сывлăхне тĕрĕслеттернисенчен пилĕкшерĕшĕ призлă пулчĕç. Вылява ирттернĕ çĕре А. Кольцов тухтăр каллех тивĕçлисене çеç явăçтарчĕ. Маларах Анатолий Валентинович Турханти, Çĕньялти, Аслă Чементи, Нăрваш Шăхалĕнчи шкулсенче вĕренекенсем хушшинче "Мĕншĕн эпĕ тухтăр пуласшăн?" сочиненисен конкурсĕ ирттерчĕ. Çĕнтерỹçĕсене врач амбулаторине чĕнсе чысларĕ. Çавсем туртса илчĕç те билетсене. А. Япарован, акă ашшĕпе амăшĕ фельдшерсем. К. Атитанова, К. Чернышева, Д. Иванова Р. Платонова, В. Анисимова çынсем сывлăхлă пулса яланах йăл кулăпа çỹреччĕр теççĕ тата ытти те.
Çитĕнекен ăрупа "Сывлăх чи хаклă пуянлăх" темăпа тепĕр хут калаçу та пуçарчĕ. Хĕрачасем мĕншĕн çак çул çине тăрасшăн пулнине кашнинчен уйрăмшарăн ыйтса пĕлчĕ. Пĕлтĕр чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсемпе кĕрешмелли çул мĕнле ĕçленине каласа пачĕ. Волонтерсем шурă халатлисене ĕçре пулăшу кỹнине асăнчĕ. Ỹркенмеççĕ çамрăксем чăнах та. Тĕрлĕ акцине хутшăнаççĕ вĕсем. Донор кунĕсенче аслисене çăмăллăх кỹреççĕ тата ытти те.
Çĕнĕлĕхсене кĕртсех тăраççĕ турхансем. Амбулаторинче сывлăха упрама пулăшакан кĕнекесен, брошюрăсен кĕтесне йĕркеленĕ. Ил те вула. Юн пусăмне виçме май паракан аппарат та пур. Унпа кирек кам та усă курма пултарать. Пĕлменнисене вĕрентеççĕ.
_ Ĕç çынни çулталăкĕнче ачасемпе професси çинчен сăмах пуçарни вырăнлă та пулĕ тетĕп. Медицинăна чăннипех кăмăл туртнипе кайма пултарччăр вĕсем. Çак çул çине тăма пулăшакан сĕнỹсем пама ỹркенместĕп. Республикăри "Медицина _ мое призвание" конкурса хутшăнма кăмăл пур вĕсен, _ тет ватăпа ватăлла, ачапа тĕллевлĕ калаçма хăнăхнă А. Кольцов тухтăр. Малалла Анатолий Валентинович палăртнă ĕмĕтсене пурнăçа кĕртес ĕçре С. Манзуркин, Е. Ильина, О. Антонов нумай пулăшу кỹнине палăртрĕ.
А. АСТРАХАНЦЕВА.
Автор сăн ỹкерчĕкĕнче: А. Кольцов вĕренекенсене хавхалантарнă самант
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)