06 мая 2016 г.
Вырсарникун, майăн 1-мĕшĕнче, православи тĕнне тытса пыракансем Аслă Мăн кун уявне паллă турĕç. Христос чĕрĕлнĕ! Чăн-чăнах чĕрĕлнĕ! Чиркỹ календарĕпе çак аслă праçник хыççăн шăп та лăп çичĕ эрнерен çветуй Троицăна кĕтсе илĕпĕр. Унччен вара ялсенчи сăваплă вырăнсене _ масарсене _ çỹп-çапран, хăрăк-туратран тасатса тирпейлемелле, вилтăприсене йĕркене кĕртмелле... Троица умĕнхи шăматкун пиртен вăхăтсăр уйрăлнă тăванăмăрсене асăнма кайсан никама та намăс ан пултăр! Ку тĕлĕшпе Турхансем яланах ырă пуçару туса масар çинче ял халăхĕпе субботник йĕркелеççĕ. Иртнĕ эрнере çеç ял администрацийĕн пуçарăвне ырласа сăваплă ĕçшĕн 55ĕн кар тăнă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)