Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Турхан пылĕ Раççейре чи лайăххи

25 марта 2016 г.

 Мартăн 18-19-мĕшĕсенче Мускавра хурт-хăмăрçăсен пĕтĕм тĕнчери "Вĕлле хурчĕ тата çын" практикăпа наука конференцийĕ иртнĕ. Унта Польшăран, Белоруссинчен, Болгаринчен тата ытти çĕршывсенчен килнĕ утарçăсем хутшăннă. Çавăн пекех пирĕн республикăри тăватă районти _ Патăрьел, Вăрнар, Çĕрпỹ, Етĕрне _ утарçăсене чĕннĕ.

Юхмапа Пăла тăрăхĕнчен республикăри кăнтăр районĕ- семпе ĕçлекен зоотехник-консультант, Турханта пурăнакан Н. Пирожков кайнă. Николай Петрович çак сумлă мероприятинчен пушă алăпа та килмен. Вăл илсе кайнă çăка пылĕ Раççей шайĕнче(!) пĕрремĕш вырăн йышăннă. Кубаньти патшалăх университечĕн профессорĕ Л. Мореева, "Хурт-хăмăр ĕçĕ" союзăн президенчĕ О. Чупахина алă пусса панă диплом та çакнах çирĕплетет. Конференцинчен Николай Петрович тулли кăмăлпа, савăнăçлă туйăмпа, пысăк хавхаланупа таврăннă.

_ Эпĕ вунă çул ытла та ĕнтĕ хамăр çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче утарçăсене валли йĕркелекен конференцисене хутшăнатăп. Çĕршывăн тĕп хулинчи форумра иртнĕ çул та пулнăччĕ, анчах ун чухне нимсĕр кайнăччĕ. Кăçалхи мероприятине валли пĕлтĕрех хатĕрленме пуçларăм. Хам утарти продукцине икĕ савăтпа илтĕм. Конкурсра 28 регионти 50 тĕрлĕ пыла пахаларĕç. Турхан çĕрĕ çинче пуçтарнă çăка пылĕ чи лайăххи пулчĕ. Маншăн çакă чи пысăк чыс! Кубаньти патшалăх университечĕн профессорĕ: "Кун пек пыл эпĕ халĕч- чен çисе курман, _ терĕ тутанса пăхнă хыççăн. Унтан Украинăран çитнĕ хăна ульетерапи пирки сăмах пуçарчĕ. Эпĕ хам ку сип- левпе çулталăк ытла ĕçленине пĕлтерсен пурте тĕлĕнчĕç. Тăхтав вăхăтĕнче нумайăшĕ пырса тĕплĕнрех ыйтса пĕлчĕç, _ тет Н. Пирожков.

Сăмах май, вĕлле хурчĕсемпе интересленесси Пирожковсен йăхран-йăха куçса пырать. Николай Петрович çĕршывра пысăк шайра иртекен конференцисенчен таврăнсан çĕнĕлĕхсемпе ытти утарçăсене те паллаштарать. Патăрьел çĕрĕ çинче пухнă пылак продукцине Китайра та хаваспах туянаççĕ.

Н. Пирожков юлашки çулсенче пыла шăпах çак çĕршыва Мускав урлă сутать. Ыттисене те тавара вырнаçтарма пулăшать.

О. ПАВЛОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429362, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Тарханы,ул.Кокеля, д.23
Телефон: 8(83532) 68-4-24
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика