Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ячĕ юлчĕ ĕмĕртен-ĕмĕре

15 марта 2016 г.

Тĕнчипе паллă ỹнерçĕ, педагог, общество деятелĕ, патриот Алексей Кокель çуралнăранпа 136 çул çитрĕ. Хальхи мероприятие те Турхансем анлăн паллă тунă. Çавна май кунта Шупашкартан сумлă делегаци хутшăннă: Республикăри культура, наци тата архив ĕçĕсен министрĕн çумĕ В.Оринов, Республика Пуçлăхĕн советникĕ, ялăн хисеплĕ гражданинĕ Л. Кураков, Чăваш патшалăх университечĕн профессорĕ, культурологи докторĕ В. Васильев, Алексей Афанасьевич ăрăвне малалла тăсакан Н. Сергеев, республикăн тава тивĕçлĕ художникĕ К. Долгачев.

Малтанах В. Оринов район администраци пуçлăхĕпе Р. Селивановпа тĕл пулса çитĕнекен ăрăва художествăпа эстетика воспитанийĕ парас, тĕнче ша- йĕнчи Кокелĕн черетлĕ пленэрне Турханта ирттерес тата ытти ыйтусем çинчен калаçнă.

Шкула вара Алексей Афанасьевича сума сăвакансем йышлă пухăннă. Мероприятине хутшăнакансем ун ячĕпе уçнă çурт-музей умне чĕрĕ чечексем хунă хыççăн унччен пленэрта пулнă художниксен картинисемпе тата ачасен алă ĕçĕсен выставкипе паллашнă.

Турхан ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А. Сымов, район администраци ертỹçи Р. Селиванов хăйсен сăмахĕнче мероприяти пĕлтерĕшĕ пирки тĕплĕн чарăнса тăнă. Çитес вăхăтра шкул картишĕнчи Кокель ячĕллĕ музей-çуртне ентешĕмĕр çуралнă çурт вырăнне куçарса вырнаçтарассине, районта "Анат чăвашсен кĕмĕл çỹпçи" туризм маршрутне йĕркелесси тата ялти культура çурчĕн иккĕмĕш хутĕнче "Сельская картинная галерея современных художников России, Чувашии, Белоруссии и Украины" сăрă ăстисен ĕçĕсенчен гелерея йĕркеллессине те палăртнă.

(Хамăр корр.)

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429362, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Тарханы,ул.Кокеля, д.23
Телефон: 8(83532) 68-4-24
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика