11 марта 2016 г.
"Çын вăй-хăвачĕ _ Чăваш Ене аталантармалли чи пĕлтерĕшлĕ тупра", _ тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ М. Игнатьев Чăваш Патшалăх Канашне янă Çырура. Вăй-хăватлă пулас тесен çирĕп сывлăх кирлĕ. Сывлăх хавшасран хамăра упрамалла, специалистсемпе канаш- ламалла. Шăпах çак ыйтăва хускатас терĕмĕр Турханти врач амбулатори йĕнчи пĕтĕмĕшле практика врачĕпе, "Çулталăк çынни - 2015" конкурс çĕнтерỹçипе А. Кольцовпа.
_ Анатолий Валентинович, пĕтĕмĕшле практика врачĕ тени хăйех врач амбулатори- йĕнче халăха пур енлĕн йышăннине çирĕплетет ĕнтĕ.
_ Çапла. Пирĕн патăртан пуçланать сывлăха пĕтĕмĕшле тĕрĕслесси, ăна халăха упрама хăнăхтарасси. Иртнĕ çул, акă, чĕре чирĕсене хирĕç кĕрешмелли çулталăк пулчĕ. Кăçал вара ỹпке чирĕсемпе кĕрешмеллине тĕпе хума сĕнеççĕ.
Йышăнăва килекен кашни пациентпах сывлăха упрамалли çинчен калаçу пуçаратпăр. Çавна май хамăр участокпа халăха диспансеризаци кăлармалли тĕллевсене те пурнăçласа пыма тăрăшатпăр. Шăпах çавăн чухне палăртма пулать-çке хăш-пĕр чир пуçламăшне.
_ Чылай чухне çынсем хăйсен сывлăхне хаклама пĕлменнине куратăн. Хăшĕсемшĕн больницăна кайса тĕрĕсленесси чĕр нуша...
_ Тĕрĕс палăртатăр. Юн пусăмĕ ỹсни е чакни, сахăр ытларах пулни, е кĕркуннепе çуркунне вăраха кайнă чирсем хăйсем çинчен систерни... кирек кама та шухăшлаттармалла. Врач сĕнекен кирек хăш эмеле те вăхăтра ĕçсе сипленмелле. Анчах пурнăçра ун пек пулса пымасть. Ял халăхĕ юн пусăмĕ пысăк пулсан та 4 сехетре тăрса ĕне сăвать, выльăх-чĕрлĕх пăхать, ачисене шкула ăсатать тата ытти те.
_ Юлашки çулсенче чирĕсем те çамрăкланса пыраççĕ тата...
_ Тĕрĕсех. Çавна пула çамрăксемпе çывăх çыхăнура пулма тăрăшатăп. Шкулсенче волонтерсен ушкăнĕсем пур. Вĕсемпе халăх хушшинче мероприятисем йышлă ирттеретпĕр. Донорсен кунне йĕркелеме те хаваспах пулăшаççĕ. Хăш чиртен мĕнле эмелсем ĕçмеллине, вĕсене хамăр патăрта ỹсекен курăксенчен хатĕрлеме май пулнине пĕлч- чĕрех.
_ Каччăсемпе хĕрсенчен тухтăр пулас ĕмĕтлисем пур-и?
_ Врач вăл сĕтел хушшинче шурă халатпа ларакан çын çеç мар. Кашни пациент сывлăхĕшĕн яваплă çын. Унăн хăсакана та, суракана та, юнлă-пỹрлĕ юхакан суранлине те, вар-хырăмĕ ĕçлейменрен нушаналакана та... ура çине тăратмалла. Пĕлччĕр çакна. Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкулта вĕренекенсене "Мĕншĕн эпĕ тухтăр пуласшăн?" сочинени çырма ыйтрăм. Çирĕп шухăшлисем пур. Вĕсемпе малалла ĕçлеме палăртатăп.
_ Анатолий Валентинович, хăвăрăн пурнăç çулĕн хăш-пĕр тапхăрĕсене аса илсе хăварăр-ха.
_ Турханти вăтам шкултан 11 класс вĕренсе тухнă хыççăн Канашри медицина училищине кĕнĕччĕ. Алла диплом илсен икĕ çул десантник, разведчик пулса салтак пăттине çирĕм. Малалла вĕренес шухăш пуçран тухмарĕ. Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетне кайса кĕтĕм. Вĕреннĕ хушăрах васкавлă пулăшу паракан больницăра санитарта ĕçе пикентĕм. Çакă та пурнăçра нумай кирлине пачĕ. Интернатурăна строительсен больницинче ирттертĕм. Унтах хăварасшăнччĕ. Атте-анне кил-çуртне вĕлтĕрен пустарас килмерĕ.
Каярахпа пирĕн районта та çемье врачĕн офисĕсем хута кайма пуçларĕç. 6 уйăхлăх курссинче пултăм, пĕр хушă психоневрологи интернатĕнче ĕçле- нĕрен психиатра та вĕрентĕм. Пурнăçра нарколог специальноçĕ те кирлĕ пулчĕ.
_ Ĕмĕр пурăн, ĕмĕр вĕрен, теççĕ. Эпĕ пĕлнĕ тăрăх, эсир хăвăрăн тавракурăма аталантарма тăтăшах сăнав-тĕпчев ирттеретĕр, усăллă канашсене халăх патне çитерме тăрăшатăр.
_ Çакăншăн хĕпĕртетĕп те. Чăнах-та, сăнав-тĕпчев ĕçĕпе интересленетĕп. Мĕне пула сиксе тухать-ха пĕр-пĕр чир? Пĕчĕк брошюрăсем пичетлесе кăларатăп. Малашлăхра ĕçлемелли те нумай. Ватра, шăк хăмпинче чулсем ỹсеççĕ. Çакна шыв хытăлăхĕ те сиен кỹрет. Хытă пăлханни, шăнса пăсăлни те чире ярать. Тепĕр чухне урапа таптаса çỹрекен курăках усăллă пулнине пĕлместпĕр. Вĕсене татса типĕтместпĕр. Аптекăсене кайса хаклă хакпа туянатпăр. Апата пĕлсе çини те пĕлтерĕшлĕ. Вăхăтлă кану организма тĕреклетет çеç. Уçă сывлăшра утса çỹрени вырăнлă.
Пĕлменлĕх кирек камăн та пулать. Ун пек чухне ăслă çынсемпе канашламалла. Врач амбулаторине çеç мар, ялсенчи фельдшер пункчĕсене те специалистсене чĕнетпĕр. Пациентсем хăйсен ыйтăвĕсене татса парас тĕллевпе кăмăлтан пухăнаççĕ офиса. Сăмах май каласан, эпир республикăра "Чи лайăх офис", районта "Чи лайăх врач амбулаторийĕ" ятсене те тивĕçрĕмĕр.
_ Вулакана сирĕн çемйĕр пирки каласа хăварни те кăсăклă пулĕ.
_ Мăшăрăм, Алина Анатольевна, медицина сестри. Вăл мана ăнланни те ĕçре пулăш. Чирлĕ çын патне кăнтăрла та, çĕрле те кайма тивет-çке. Ăрăва малалла тăсакан икĕ ывăлпа пĕр хĕр çитĕнтеретпĕр. Анне те чылай çул санитаркăра ĕçленĕ. Çынна пулăшасси вăл манăн таса тивĕç тесе шутлатăп. Ĕçĕм халăха юрăхлă пултăр çеç.
А. АСТРАХАНЦЕВА калаçнă
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)