04 марта 2016 г.
Татьяна Николаевна сăвăсен икĕ пуххине кăларнă. Вĕсемпе композиторсем чылай юрă кĕвĕленĕ. 10 ытла наука статйи авторĕ ентеш.
Т. Кокель Турханта çуралса ỹснĕ. Хăйĕн пĕрремĕш сăввисене пуçласа районта тухса тăракан "Авангард" хаçатра пичетленĕ. Творчествăри пултарулăхне хĕр Чăваш патшалăх университечĕн журналистика факультетĕнче вĕреннĕ чухне малалла тăснă. Хĕрлĕ дипломлă специалист кандидат диссертацине ăнăçлă хỹтĕленĕ. Вĕренсе тухнăранпах аслă веренỹ заведенийĕнче ĕçлет. Доцент.
Тăван ене тăтăш килсе çỹрет поэтесса. Ку хутĕнче вăл ялти вăтам шкулти 9 классемпе тĕл пулчĕ. Пурнăç çулĕ çине тухма хĕре ашшĕпе амăшĕ, вĕрентекенсем тата пĕрремĕш учительници Н. Антонова сахал мар пулăшнă. Çавăнпа та "Турхан", "Аттене", "Аннене", "Пĕрремĕш вĕрентекенĕме", "Тăван аппана"... сăввисем ытла та янăравлăн тухрĕç. Унăн поэзийĕнче тус-тăванлăх, тăван тавралăх, тăван çĕр юратăвĕ тĕп вырăнта. Шанăçа мала хурать Татьяна Николаевна. Ырăпа усала уйăрма вĕрентет. Сăввисем чуна пырса тивмелле вуланаççĕ. (Хамăр корр.).
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)