Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "2015 çул çынни" _ Турханти врач амбулаторийĕнчи пĕтĕмĕшле практика врачĕ Анатолий КОЛЬЦОВ

10 февраля 2016 г.

 

Ырă йăлана малалла тăсса "Авангард" хаçат ĕçченĕ-сем хăйсен пуçарăвĕпе йĕркеленĕ "Çулталăк çынни" конкурса пĕтĕмлетрĕç. Çак сăлтавпа хаçатăн редколлегийĕпе комисси членĕсем вунвиççĕмĕш хут пуçтарăнса хисеплĕ ята тивĕçлĕ çынна палăртрĕç.

Вулакана çакна аса илтеретпĕр. Кăçалхи конкурса районти тĕрлĕ отрасльте тăрăшакан тăхăр хастар хутшăнчĕ. Вĕсенчен кашниех хăйсен пархатарлă ĕçĕсемпе ырă ята тивĕçлĕ темелле. Конкурс старт илнĕ хыççăнах хаçат редакцине списока кĕртнĕ çынсемшĕн сасă парса çырнă çырусем çине-çинех килчĕç. Уйрăмах хаçатăн обществăлла корреспонденчĕ, тусĕ, Ыхра Çырминче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Светлана Кулакова, Шăнкăртамри Феизов ячĕллĕ шкулти çамрăк учительница Чулпан Ишмуратова, Алманчăри культура çурчĕн директорĕ Сергей Никитин кандидатурисене ырланине алă пусса çирĕплетнĕ хутсем чылай пулчĕç. Чи нумай сасă пухса Турханти врач амбулаторийĕн тухтăрĕ Анатолий Валентинович Кольцов "Çулталăк çынни _ 2015" ята тивĕçрĕ. Сăмах май каласан, сывлăх сыхлавĕн отраслĕнче иккĕмĕш çын çакнашкал хисепе çĕнсе илчĕ. 2002 çулта çак сăлтавпа район больницин тепĕр тухтăрне _ Тамара Каштанована саламланăччĕ.

Хамăр корр.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429362, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Тарханы,ул.Кокеля, д.23
Телефон: 8(83532) 68-4-24
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика