Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пилĕк авмасăр пурлăх пухăнмасть

05 декабря 2015 г.

 Ялсенче ĕç çукки, организаци-предприятинче штатсене кĕскетни çын умне йывăрлăх кăларса тăратать. Ара, кашнийĕнех çемьене те тăрантмалла, ачасене те вĕрентмелле, кил-çуртне те çĕнетмелле-çке... Çак йывăрлăхран тухас тесе кашнийĕ тĕрлĕ йышăну тăвать: пĕрисем пысăк хуласене шапаша тухса каяççĕ, эрех-сăрапа шухăша çăмăллатакансем те пайтах, теприсем вырăнтах вăй хума май тупаççĕ.

Хурама Тварта çуралса ỹснĕ, халĕ Турханта пурăнакан С. Манзуркина шăпах ĕçшĕн хыпăнса ỹкекенсен шутне кĕртес килет. Малтан Сĕнтĕрвăрринчи вăрман хуçалăх техникумĕнчен, кайран Йошкар-Олари университет- ран вĕренсе тухса аслă пĕлỹ илнĕ хыççăн Сергей Николаевич чылай çул Патăрьелĕнчи вăрман хуçалăхĕнче тăрăшнă. Малалла та çакăнтах, юратса алла илнĕ профессине парăнса вăй хунă пулĕччĕ, анчах Шăмăршăпа пĕрлештернĕ май штатсене кĕскетнĕ. Çамрăк, тĕреклĕ арçын ĕçсĕр тăрса юлнă. Ăçта каймалла? Мĕн тумалла? Çак ыйтусем малтанласа пăшăрхантарнă, кайран вара _ 2007 çулта _ ялта пилорама уçма шухăшланă. Ĕçĕ те пĕлменни мар _ пĕр вăхăт пилорамăра мастерта, унтан цех начальникĕнче тимленĕ. Турханти клуб котельнăйĕ тахçантанпах пушă ларнипе усă курса ăна арендăна илнĕ, унта йывăç çурмалли хатĕре вырнаçтарнă. Кĕреш пек вулăсене пĕччен тыткалама кансĕррипе хăйне юлташа Л. Самарина ĕçе илнĕ. Сăмах май, Леонид паян та кунта тăрăшать. Ăна С. Перлов пулăшать.

_ Ялсенче стройка ĕçĕ нихăçан та вĕçленмест, çавăнпах пилорама уçма шухăшларăм. Вăл халь пĕрре те пушă тăмасть: йывăçсене çуртарма çывăхри ялсенчен те, районсенчен те килеççĕ. Хатĕр хăмасене фермăсене юсама ял хуçалăх предприятийĕсем те туянаççĕ. Районти "Батыревский" пĕрлешỹ тата "Исток" агрофирма пирĕнпе тачă çыхăну тытаççĕ, _ тесе пĕлтерчĕ Сергей Николаевич хăйсен пурнăçĕпе паллаштарнă май.

Çĕрпе ĕçлекен выçă ларман

Манзуркинсем выльăх-чĕрлĕх те йышлă тытаççĕ. Витере паян 5 вăкăр, 7 сысна, хурсем, индоуткăсем, кăрккасем, чăх-чĕп пур. Пĕрин умĕнчен те апат татмалла мар. Хулара пурăнакансем пек каласан, "тỹлевсĕр" какай çиессишĕн утти-улăмне те, тырри-пуллине те çу каçипе çителĕклĕ хатĕрлемелле. Вĕсене туянма укçи те аванах кирлĕ. Алă айĕнче техникăпа туллин усă курас тесе Сергей Николаевич мăшăрĕпе, Лилия Валентиновнăпа, канашланă хыççăн, ялта пушă выртакан çĕрсене арендăна илнĕ. Çак утăма тума тата тепĕр сăлтав та пулнă.

Пурнăçра йывăрлăхсене çĕнтерме пултарни, тĕрĕс çул суйласа илни С. Манзуркина малашлăха тĕллевлĕ пăхма хавхалантарнă. Вăл уйрăм хуçалăхсене аталанма май паракан кредитпа (ЛПХ) тата лизингпа тракторсем, МАЗ автомашина туянма вăй çитернĕ. Техникăпа тендрпа выляса илнĕ вăрмана йывăçсем кăларма та çỹреме пуçăннă. Çакă пилорамăран тата ытларах тупăш кĕртме май панă.

Алă-ура çавăрса пынăçем хурçă утсен шучĕ те йышланнă. Паркра экскаватор, автогрейдер тăрать _ тракторсемпе пĕрле пурĕ 9 единица. Вĕсене валли хĕлле те, çулла та ĕç пур. Çанталăк сивĕтсен, лапка-лапка шур юр çусан, ялсенче урамсене часах тултарса хурать. Районти _ 6, Улатăр районĕнчи пĕр ял тăрăхĕнчи кассене тасатса тăрассине шăпах С. Манзуркин хăй çине илнĕ. Çĕрĕпе çил-тăман вĕçтерсен те ирпе-ирех Сергей Николаевич патĕнче ĕçлекенсем хăйсене шаннă техникăпа ĕçе тухаççĕ, урамсене тасатаççĕ.

_ Хĕлле ялсенчи çулсене тасатаççĕ-ха тракторсем, анчах çулла пушă лараççĕ. Пирĕн патăрта тăрăшакан механизаторсене валли хĕлĕн-çăвĕн ĕç пултăр тесе те çĕр илме шут тытрăмăр. Паян 150 гектар арендăна илнĕ, унта нумай çул ỹсекен курăксем тата тыр-пул, кишĕр, сухан-çевок çи тĕнтернĕ. Пире хăйсен лаптăкĕсене панă кашни çынна тỹлевсĕр пĕр центнер тырă панă. Улăма кашнийĕ кирлĕ чухлĕ турттарнă. Хамăртан ытлашши тулăпа урпана Кукеçри чăх-чĕп фабрики туянчĕ. Çитес çул тата 50 гектар çĕр илес ĕмĕт пур, çавăн пекех ĕне-выльăх йышлăрах тытас шухăш та çирĕпленсе пырать, _ малалла калаçнă май пĕлтерчĕ Сергей Николаевич.

_ Пĕрчĕллĕ культурăсене акма вăрлăх ăçтан тупатăр? _ кăсăклантăм эпĕ.

_ "Батыревский" тата "Исток" хуçалăхсенчен илнĕ. Вĕсен вăрлăхĕсем пысăк репродукциллĕ, _ пĕлтерчĕ фермер.

Манзуркинсен пурнăçĕпе тĕплĕнрех паллашнă май пĕр шухăш канăç памасть: хăш вăхăтра ĕлкĕреççĕ-ши? Чăнах та, вĕлле хурчĕсем пекех ĕçчен те вăр-вар Сергей Николаевичпа Лилия Валентиновна. Çавăнпах вĕсем çак ылтăн хуртсене те усраççĕ. Сăмах май, кил хуçи мăшăрĕ утарта хăй ĕçлет.

"София" кафе хăнасене хапăл

Пурнăç улшăннă май халь туйсене, юбилейсене столовăйсенче, кафесенче ирттерме тăрăшатпăр. Ачасен çуралнă кунĕсене те çавăнтах тăватпăр. Ансат-çке: килте чăрманасси, сĕтел çи хатĕрлесси, кайран тасатасси те çук. Турхан ялĕ район центрĕнчен инçетре вырнаçнăран кунта пурăнакансене Патăрьелĕнчи кафесен çăмăллăхĕсемпе усă курма йывăртарах. Çакна шута илсе Манзуркинсем хăйсем патĕнче кĕçĕн хĕрĕн ячĕпе"София" кафе уçнă. Вăл çул хĕрринчех ларнăран Улатăра каякансем те çакăнтах кĕрсе апат çиеççĕ. Турхансем те, çывăхри ялсенчен те кунта уяв кĕрекине пухăнаççĕ. Савăнма пур услови те çителĕклĕ. Менюна клиентсен кăмăлне шута хурса йĕркелеççĕ. Çамрăксем ытларах кăмăллакан пиццăна та тăтăшах пĕçереççĕ.

_ Вăхăтĕнче хам ĕçсĕр тăрса юлсан çыншăн вăй хумалли вырăн питĕ кирлине лайăх ăнлантăм. Çавăнпах фермер хуçалăхĕ йĕркелесен тата предпринимательлĕхпе тăрăшма пуçласан ялти çынсене те ĕç тупса парасси пирки шухăшлама пуçларăм. Паян пирĕн патăрта килĕшỹпе 8 çын вăй хурать. Шалăва яланах саккуна пăхăнса тỹлетпĕр, _ терĕ хуçа.

Асăннă хуçа пирки пурнăçра хăйне тупнă тесе çирĕппĕнех калама пулать. Вăл пуçланă ĕçе яланах вĕçне çитернипе, шаннă тивĕçе тỹрре кăларма тăрăшнипе палăрса тăрать. Фермер хуçалăхне ертсе пынисĕр пуçне Турханти культура çурчĕн заведующийĕнче те вăй хурать. Кăçал кăна республика шайĕнчи программăна хутшăнса клубăн тăррине çĕнетнĕ. Мероприятисем те йĕркелеççĕ. Çав вăхăтрах С. Манзуркин районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ те.

КĔСКЕН:

Сергей Николаевичпа Лилия Валентиновна 28 çул çемье çулĕпе утаççĕ. Мăшăр виçĕ ача çуратса ỹс- тернĕ. Аслă хĕрĕ _ Кристина _ Чăваш патшалăх университечĕн экономика факультетне пĕтернĕ. Саша ывăлĕ Шупашкарти çул-йĕр институтĕнче вĕренет. Кĕçĕнни, София" Турханти вăтам шкулта 2 класра ăс пухать.

Лилия Валентиновна Патăрьелĕнчи тĕп больницăри васкавлă пулăшу уйрăмĕнче тăрăшать.

Манзуркинсем хăйсен ĕçне 2007 çулта уçнă.

О. ПАВЛОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429362, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Тарханы,ул.Кокеля, д.23
Телефон: 8(83532) 68-4-24
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика