20 ноября 2015 г.
Патăрьел районĕнчи Турханти психикăпа неврологи интернатĕнче пурăнакан сусăрсем ал ĕçĕпе кăсăкланнине малтанах илтнĕччĕ. Çавна май вĕсен ĕçĕсемпе паллашма кăмăл турăм. Мĕн кăна ăсталамаççĕ сусăрсем: тĕрĕ тĕрлеме юратакан та, çĕлекен те, эрешлĕ тутăр çыхакан та пур вĕсен хушшинче. Акă, Таня Васильевăн тĕрри-çĕввине ытарма ма çук. «Пирĕн Таня маттур. Унăн пĕлмен ĕçĕ çук», - мухтарĕ хĕре Юлия Данилова ĕç инструкторĕ.
Кÿкеçри интернатра çитĕннĕскер çĕлеме те, тĕрлеме те, чĕнтĕр çыхма та ăста иккен. Алли кирек хăçан та ĕç патне туртăнать. Таня Бартасова, Лена Бехтерова, Наташа Юрнова та унран юлмаççĕ. Юлия Ивановна кананă тăрăх – Лена тĕрлĕ япала çыхма юратать. «Машина евĕр ĕçлет вăл», - хавхалантарчĕ ăна вĕрентекен.
Кунта ал ĕçĕпе кăсăкланакансен ушкăнне йĕркеленĕ. Кăмăл туртнăран çÿреççĕ унта сусăрсем. «Ĕç терапийĕ тетпĕр ăна, -пĕлтерчĕ Оксана Никитина социаллă ĕçчен. - Кунне 4 сехет ал ĕç тăваççĕ. Унпа йăпанса пурăнаççĕ. Инвалидсене хавхалантарма куравсем те йĕркелетпĕр. Хăйсем ăсталанă япаласене вĕсем Турхан пасарĕнче те сутаççĕ. Ашшĕ-амăшĕпе çитĕннĕ сусăрсем ĕçшĕн чунĕсене пама хатĕр пулни курăнать. Акă, Алеша Нестеров вутă татма, çурма юратать. Интернат çывăхĕнче пĕчĕк вăрман пур, ÿкнĕ йывăçсене тирпейлесех тăрать вал. Ачаран хăнăхнă ĕçе пăрахмасть».
Хĕрарамсене Юлия Ивановна çĕлеме те вĕрентет. Интернат валли вырăн таврашĕ, аялти кĕпе-йĕм çĕлеççĕ вĕсем. Кивĕ материала та пăрахламаççĕ, вĕсенчен фермăра ĕçлеме алсасем асталаççĕ. Сăмах май, интернатра выльăх-чĕрлĕх те тытаççĕ, пахча çимĕç те çитĕнтереççĕ. Пурăнмалли условисем те лайĕх.
Ёçе юратни сусăрсене пĕр-пĕринпе туслашма, çывăхлат-ма пулăшать. Пĕрне кура тепри илемлĕ япала ăсталать, Сăмахран, çак хитре тĕрре-çĕвве сусăр çын тĕрленине никам та чухламасть. Ачаран ĕç енне туртăннă алă вара унсăр пурăнма пултараймасть. Апла пулсан «ĕç ăсталăха юратать» тени тĕрĕсех.
Валентина ПЕТРОВА.
Источник: "Хресчен сасси"