21 ноября 2015 г.
Ноябрĕн 18-мĕшĕнче районта иртнĕ черетлĕ информаци кунне хутшăннисем çакнашкал пĕршухăшлăх патне тухрĕç Информкунра вырăнти халăхпа тĕл пулса сỹтсе явмалли ыйтусем çителĕклех пулчĕç: Чăваш Республикинче çитес çул Ĕç çынни çулталăкне ирттересси, 2015 çулхи раштавăн 14-мĕшĕнче граждансене йышăнмалли пĕтĕм Раççейри куна ăнăçлă йĕркелесси, 2016 çулхи ялхуçалăх Çыравне кирлĕ пек хатĕрленесси, кăçалхи кĕркуннехи-хĕллехи тапхăрта Чăваш Республикинче пушар хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнасси, граждансен сывлăхне сыхлас тĕллевпе ирттерекен уйăхлăхра кальян сиенĕ пирки çынсем, уйрăмах çамрăксем патне кирлĕ информацие çитересси тата ĕç рынокĕн чи ултавлă укçасем республика бюджетне йĕркелеме мĕнле витĕм кỹни.
Яланхи пекех кун йĕркинче çирĕплетнĕ тĕп темăсемпе юнашарах ĕç коллективĕсенче кулленхи пурнăçра пăшăрхантаракан ытти ыйтусене те хускатрĕç.
Районта ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн директорĕ Ю. Исаев ертсе пыракан ушкăн пулчĕ. Унпа пĕрлех ЧР финанспа бюджет надзорĕн Федераллă службин Территори управленийĕн ертỹçин çумĕ И. Данилов, Чăваш Республикинчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен служба ертỹçи С. Викторов, "Фирма "Овит" тулли мар яваплă общество директорĕ В. Остроумов районти хăш-пĕр ял тăрăхĕсене çитсе вырăнти халăхпа курнăçрĕç.
Информаци кунне хутшăннă ушкăнсем Ишлĕ, Турхан, Туçа, Алманчă ял тăрăхĕсене çитсе тĕп темăсене сỹтсе явнипе пĕрлех халăх пурнăçĕпе кăсăкланчĕç, вĕсен ыйтă- вĕсене хуравларĕç.
Район администраци пуçлăхĕ Р. Селиванов, ЧР финанспа бюджет надзорĕн Федераллă службин Территори управленийĕн ертỹçин çумĕ И. Данилов, район администрацийĕн структура подразделенийĕн хăш-пĕр ертỹçисем Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи чи аякри Ишлĕ ял тăрă- хĕнче пулчĕç.
Ишлĕ ял тăрăхĕшĕн иртсе пыракан çулталăк начар мар пулăмсемпе, ăнăçусемпе, çитĕнỹсемпе палăрса юлать. Кунта культура учрежденине тĕпрен юсанă, фельдшерпа акушер пункчĕ уçнă, çĕнĕ çулсем те тунă... Чи малтанах информушкăн Пăлапуç Нурăсра хута кайнă ФАПра пулчĕ. Сăмах май, пирĕн районта Республика Президенчĕн программипе килĕшỹллĕн Чăваш Енте 100 фельдшерпа акушер пункчĕ тумалли программăна хутшăнса çичĕ сиплев пункчĕ уçăлнă. Ку ĕç малалла та пырать. Нурăссемшĕн те ялта хăтлă та кăмăллă сывлăх учрежденине уçни пысăк пĕлте- рĕшлĕ. Кунти медицина тивĕçтерĕвĕ мĕнлерех пулса пынипе паллашнă хыççăн культура çуртĕнче ял хастарĕсемпе, халăхпа тĕл пулу иртрĕ. Вырăнти çынсене тĕрлĕрен ыйту кăсăклантарчĕ: кĕпер тă- вассинчен пуçласа Ишлĕ-ре çĕнĕ шкул çуртне хута ярасси таранах. Çул ыйтăвĕ, Чăваш наци телевиденийĕн передачисене курайманни, район центрне тухакан автобус маршру- чĕсен графикĕ тивĕçтерменни, кил-хуçалăхĕнчен тухакан çỹп-çапа "Полигон" тулли мар яваплă общество вăхăтра илсе тухмалли, çапкаланса çỹ- рекен йытăсене тытасси тата ытти те пăшăрхантарчĕ ял çыннине. Хускатнă темăсем пирки район администраци пуçлăхĕ Рудольф Селиванов тухса калаçрĕ, тулли хурав пачĕ.
Тĕпрен илсен Ишлĕри ача садĕнче, шкулта тата ял вулавăшĕнче йĕркеленĕ тĕл пулусенче те вырăнти халăх çакнашкал ыйтусенех хускатрĕ. Тĕл пулусене информушкăнпа пĕрлех район Пухăвĕн депутачĕ А. Емельянов, вырăнти депутатсем те хутшăнчĕç.
Çакна та палăртса хăвармалла. Çĕнĕрен суйланнă район администраци пуçлăхĕ Р. Селиванов пĕрремĕш хут информаци кунне республикăран килнĕ ушкăнпа çак ял тăрăхĕнче пулчĕ. Çавăнпа та çĕнĕ влаç ертỹçи район администрацийĕн структуринчи улшăнусем пирки информаци пани те чылай çыншăн кăсăклă пулчĕ. Рудольф Васильевич хă- йĕн сăмахĕнче Патăрьел тăрăхĕн ĕçчен халăхĕпе пĕрле кар тăрса ĕçлесен çеç мĕн пур йывăрлăха тата çитменлĕхе çĕнтерме пултарнине палăртрĕ.
Патăрьел районĕн информаци ушкăнне тăтăшах хутшăнакан республика представителĕ И. Данилов Ишлĕсене хăйсен ĕçĕнче ăнăçу суннă май, Ĕç çынни çулталăкĕнче вырăнсенче рабочи профессийĕн статусне ỹстермелли пирки чарăнса тăчĕ, ял тăрăх пуçлăхĕ Л. Юркина поселени ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕн паллаштарчĕ. Çакна та палăртса хăвармалла: Ишлĕсем республикăри 294 ял тăрăхĕ хушшинче пыракан рейтингра 95-мĕш вырăнта. Тăватă ял кĕрекен поселенинче пин ытла халăх пурăнать. Ял çыннисем ытларах килти хушма хуçалăхран, уйрăмах выльăх-чĕрлĕх усраса тупăш тăваççĕ.
х х х
Турхан ял тăрăхĕнче тĕп хуламăртан килнĕ ятарлă представительсемпе йĕркеленĕ тĕлпулу кăçал пĕрремĕш хут мар. Юрий Николаевич ертсе пыракан ушкăн ака-суха вăхăтĕн-че те тĕнчипе паллă Кокель ỹнерçĕн пĕчĕк "çĕршывĕ" пурнăçа еплерех сыпăнтарса пынипе, вĕсен çитĕнĕвĕсемпе тата çитменлĕхсемпе, малашлăх ĕмĕчĕсемпе паллашнăччĕ. Темиçе уйăх хыççăнах çак поселенинче тепĕр хут пулсан та вырăнти влаçпа, халăхпа çавра сĕтел тавра пуçтарăнмалли сăмахĕсем çителĕклех тупăнчĕç. Ялти "Сеспель" ача садĕнче пуçарнă калаçура воспитательсемпе ашшĕ-амăшĕ хăйсен пепкисем çỹрекен учрежденине тĕпрен юсаса капăрлатнăшăн, хуларинчен пĕрре те кая мар хăтлăх кỹнĕшĕн чун-чĕререн тав тунине илтме те кăмăллă. 1991 çултанпа муниципалитет харпăрлăхĕ шутланакан çурта ял тăрăхĕ юлашки вăхăтра куçран вĕçертмен тесен те юрать: 2008 _ 2009 вĕренỹ çулĕсенче çурт тăррине юсаса йĕркене кĕртнĕ, кухньăна, инженерла коммуникацисене йĕркеленĕ. Кăçал вара ятарлă программăна явăçса ытти ĕçсене пурнăçланă: кантăксене, урайсене, шыв пăрăхĕсене тата ыттисене те çĕнетнĕ. Паян кунта çỹрекен ачасене усал-тĕселтен, инкек-синкекрен хỹтĕлекен талисмана та хатĕрлеме ĕлкĕр нĕ. Чăваш çи-пуçне тăхăнтартнă "Илемпи" пукане кулленех шăпăрлансене ырă кăмăл парнелет..
Вăтам шкул, ача сачĕн коллективĕсенчи тĕл пулусенче ял çыннисем чăн малтанах урамсенче каçсерен çутă çителĕксĕр пулнине хускатрĕç. Пытарма кирлĕ мар, тĕттĕм каçсенче ваттисем калашле, йĕп чиксен те куç курмасть темелле. Тĕрĕссипе вара Турхансен ыйтăвĕ кашни ялтах çивĕч. Ял тăрăх пуçлăхĕ А. Сымов çирĕплетнĕ тăрăх каçхи шăплăхри тĕттĕмлĕхĕн сăлтавĕ чăн малтан вырăнта ятарлă специалист, электрик çукки. Çулталăк тăршшĕпе урамри çутăсене пăхса, тирпейлесе тăма та администраци çителĕклĕ укçа-тенкĕ пăхса хăварнă. Лампочкисене туянасси те проблема мар-мĕн. Вĕсене юпа тăррине кашни çын хăпарса улăштараймастех çав ĕнтĕ. "Çывăх вăхăтрах çак проблемăна татса пама тăрăшатпăр, кỹршĕ ял тăрăхĕсемпе пĕр шухăшлă пулса килĕшỹпе ĕçлеме специалист тупасшăн", _ пĕлтерчĕ кун пирки ял пуçлăхĕ.
Н. МАЗЯКОВА, А. ЕГОРОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)