03 октября 2015 г.
Районта çулсеренех Турханти тата Кзыл Чишмари ватăсемпе инвалидсене вăхăтлăх пурăнмалли уйрăмра Ваттисен кунне чыслăн та хисеплĕн ирттерсе яраççĕ. Хальхинче те асăннă уйрăмсен работникĕсем хăйсем патĕнче хỹтлĕх тупнă ватăсене чăн-чăн уяв туса панă: вĕсен ячĕпе уяв сĕтелĕ хатĕрленĕ, çулĕпе шултăраланнă кинемейсемпе шурсухалсен кăмăлне уçма юрă хыççăн юрă шăрантарнă, асăнмалăх парне панă.
Уяв ячĕпе ватăсене районти халăхăн социаллă ыйтăвĕсемпе тимлекен центр директорĕ Анисия Воробьева (ỹкерчĕкре), Кзыл Чишма ял тăрăх депутачĕ Някиб Габидуллов саламланă, пурне те сывлăх, канлĕ ватлăх, ăнăçу суннă.
Сăмах май каласан, районти ытти коллективсенче те чыспа, хисеппе тивĕçлĕ канăва тухнисене уяв туса панă. Вăл шутра районта тухса тăракан "Авангард" хаçатăн коллективĕ те хăйсен ĕçтешĕсене ăшшăн саламланă, хаçат редакторĕ Н. Мазякова пурне те малашнехи пурнăçра тăнăçлăх, сывлăх, телей суннă, 2016 çулхи 1-мĕш çур çулшăн илсе тăма "Авангард" хаçата çырăнса панă квитанци тыттарнă. (Ỹкерчĕк администраци сайтĕнчен). (Хамăр корр).
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)