11 сентября 2015 г.
ТЕЛЕЙ, савăнăç тени çынпа пайласан тата пысăкрах курăнать, теççĕ. Çак тĕллевпех ĕнтĕ Турханти "Сеспель" ача сачĕн воспитателĕсемпе шăпăрлансем, вĕсен ашшĕ-амăшĕпе ытти хăнасем авăн уйăхĕн пуçламăшĕнче кăмăлтан савăнма пуçтарăннă. Вăтăр çула яхăн каялла шкул çулне çитмен ачасем валли хăпатрнă ятарлă çурта малтанхи çулсенче колхоз хăй яваплăхĕ çинче тытса тăнă. 1991 çултанпа вара вăл муниципаллă харпăрлăх шутланать. Алă çитмен çурт аллă çул та ларать, анчах юхăнать. Пилĕк-ултă çул каялла вăй çитерсе садикĕн çурт тăррине, апат хатĕрлемелли пỹлĕмне, инженерла коммуникацине юсаса çĕнетнĕ. Юсавăн ытти пайне вара кăçалхи çул йăлтах вĕçленĕ: кантăкĕсене, урайсене, хутса ăшăтмалли системăна улăштарнă тата ытти те. Урăхла каласан, паян Турханти ача садне çỹрекенсем, "Çеçпĕл çеçкисем", хуларинчен пĕрре те кая мар условинче пурăнаççĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)