09 сентября 2015 г.
Тури Тăрмăш ялĕнче пурăнакан Федосия Захаровна Андреева ĕç ветеранĕ пурнăç пăрнăçĕнчи сакăлталлă та йывăр вăхăтсене сахал мар чăтса ирттернĕ. Кăçалхи çу кунĕсенче 95 çул тултарнă кинемейĕн ĕнси çинчи тиевĕ çамрăклах çăмăл пулман. Йышлă çемьере çуралнă хĕрачан ỹт-пỹне тĕреклетме е тата паянхи евĕр шукăль тăхăнса çỹреме майĕ те, условийĕ те пулман. Сак тулли ача улма крахмалĕпе курăкран пĕçернĕ шỹрпене çисех, килте тĕртнĕ çыртма йĕм тăхăнсах ỹснĕ. Йĕкĕр ывăç тырăшăн темĕнле ĕç тума та хатĕр пулнă пĕринчен тепри вакă ачасем...
Вăтăрмĕш çулсенче колхозсем йĕркеленнĕ вăхăтсенче ял çыннин пурнăçĕ пушшех çăмăл пулман. Пĕрисем коллективлă хуçалăха кĕнĕ, теприсем инхоз пулсах юлнă, виççĕмĕшсем вара иккĕленчĕк шухăшпах пурăннă. Самана таканари шыв пек пăтраннă вăхăтра Хветуç аппасен çемйине те раскулачить туса Çĕпĕре ссылкăна ăсатнă. "Çулсем шултăраланса пынăçемĕн те çав кунсем пĕри те асăмран тухмаççĕ. Йĕплĕ пралук леш енчи çынсем выçăпа аптăраса вилнисем, нушаланнисем паян та куç умĕнче...",_ аса илет кинемей пичĕ тăрăх юхса анакан вĕри куççуль тумламĕсене шăлнă май. Телее, шăпа унăн пурнăçне çурмалла çапса хуçман. 1931 çулта унăн çывăх тăванĕ Федосияна тĕрлĕрен кирлĕ хутсем туса Çĕпĕр серепинчен илсе тухать. Пиччĕшĕн çемйи пысăк пулнине пăхмасăрах хĕрача виçĕ çул таранчченех Каншелĕнче вĕсен хỹтлĕхĕнче пурăнать, каярахпа Шăхачри тăванĕсен çемйине хутшăнать, юлашкинчен çеç, пĕве кĕме пикенсен, Тури Тăрмăшра тĕпленет те çакăнтах Алексей Кузьмичпа çемье çавăрать.
Федосия Захаровна вăрçăран аманса таврăннă мăшăрĕпе 70 çула яхăн пĕрле пурнăçа сыпăнтарса пынă. Йăх-несĕле малалла аталантарса пырас тĕллевпе сакăр ача çуратса воспитани панă. Вĕсенчен пурте тенĕ пекех аслă пĕлỹ илнĕ, хăйсен çемйипе кашниех тĕрлĕ хуласенче, ялсенче пурăнаççĕ.
Асаннепе кукамая паян пĕр варта выртнă ачисемпе пĕрлех сакăр мăнукĕпе вунă кĕçĕн мăнукĕ хавхалантарса, савăнтарса, вăй хушса пыраççĕ. Кил-тĕрешре паян кинемей пĕчченех кăштăртатса çỹрет пулин те (ыттисемпе танах çĕрулми те кăларать-ха!) вĕсенчен кашнинех ырă кăмăлпа кĕтсе илсе ăшпиллĕхпе ăсатса ярать.
_ Анне пуртан эпир телейлĕ. Унăн çĕр çулхи юбилейне те тăвансемпе пĕрле кĕрекере кĕрлеттересчĕ-ха,_ тет кăмăлтан Шăхачра пурăнакан Вера хĕрĕ. Амăшĕн пилĕ ачисемшĕн çул юппи пекех. Ачисен те ĕмĕчĕ пурнăçлантăрах. Тепĕр пилĕк çултан та Хветуç аппана Раççей Президенчĕ паянхи пекех тылри хастарлăхшăн тав туса ăшă çыру ярĕ. А. ЕГОРОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)