08 августа 2015 г.
Александр Сымов, Турхан ял тăрăх пуçлăхĕ:
- Святейший Кирилл Патриарх Чăваш Енре икĕ кун пулса Турра ĕненекенсемпе куçа-куçăн курнăçни, вĕсем тĕн йăли-йĕркине тытса пынипе паллашни, ку çеç те мар, пурне те Юратупа Телей пиллени пире малашне тата туслăрах пурăнма, тăрăшарах ĕçлеме, ỹсĕм хыççăн ỹсĕм тума хавхалантарĕ. Çакă нумай наци халăхĕ пурăнакан Патăрьел районĕшĕн те пĕлтерĕшлĕ. Кун пирки каланă витĕмлĕ сăмах кашнин чĕрине вырнаçрĕ-тĕр: "Нумай нациллĕ халăх тĕрлĕ культурăна, тĕрлĕ чĕлхене, тĕрлĕ йăла-йĕркене хисеплесен çеç сыхланса юлма пултарать. Чăваш Енре тăнăçлăхпа лăпкăлăхшăн
_ Турра тав",_ терĕ вăл Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьевăн ĕçне хак парса.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)