Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕчĕк ялсен пысăк савăнăçĕ

05 августа 2015 г.

ИЛЕН кунĕнче вăрман тăрăхĕнчи икĕ ялта _ Апрушнайпа Хурама Тварĕнче _ ял уявĕсем кĕрлесе иртсе кайнă. Районта 100 çынран кая шутланакан пĕчĕк поселоксенче пурăнакансемшĕн çакă пысăк савăнăçсенчен пĕри. Пĕчĕк хуранăн пăтти тутлă тенĕ евĕр, пĕр çемьери пек туслă пурăнаканскерсем, çак кунхине савăнмаллипех савăннă. Ĕçчен ял халăхĕсене район администраци пуçлăхĕ Н. Глуховпа пĕрлех Шупашкарти гуманитари наукисен институчĕн директорĕ Ю. Исаев, Нăрваш Шăхаль тата Турхан ял кăлависем Н. Михайловапа А. Сымов, ял тăрăх депутачĕсемпе старостăсем тата ыттисем те саламланă.

Ял уявĕсем мĕн каçченех лăпланман. Ватти-вĕтти пĕрле юрланă-ташланă, яланхиллех вăйлинчен вăйлисем спорт ăмăртăвĕсенче тупăшнă, шỹтленĕ-кулнă... Çак кунхине чылай чухне Илья пророк çумăр антарса параканччĕ. Хальхинче вара вăл та уяв ирттерме чăрмантармарĕ, малтанхи кун аванах çуса йĕпетрĕ те чарăнчĕ.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429362, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Тарханы,ул.Кокеля, д.23
Телефон: 8(83532) 68-4-24
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика