25 июля 2015 г.
ИЮЛĔН 21-мĕшĕнче тĕнче шайĕнче ят-сум çĕнсе илнĕ Алексей Кокель тăван ялĕнче _ Турханта _ кăçалхипе тăххăрмĕш хут йĕркеленĕ сăрă ăстисен пленэрĕ хăйĕн ĕçне вĕçлерĕ. Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчен çеç мар, ют çĕршывран та çитнĕ профессилле художниксене мĕнле ырă кăмăлпа кĕтсе илнĕ, çавăн пек ăшпиллĕхпех ăсатнă. Тăхăр çулта Юхмапа Пăла тăрăхĕн ытарлă кĕтесĕнчи тарават çыннисемпе хастар çĕрĕçченĕн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлне, илемлĕ тавралăха асамат кĕперĕн тĕсĕсемлĕ сăрăпа пир татăкĕ çине куçарнă ỹнерçĕсем сахалăн пулман: 118 ăста пысăк шайри пленэрта хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарнă. Хальхинче те пирĕн туссем, хăнасем пысăк хастарлăхпа ĕçленĕ, мастер-классем кăтартнă, экскурсисенче пулнă, чăваш халăхĕн пурнăçĕпе паллашнă тата ытти те. Вĕсен хăшпĕр ĕçĕсем Турханти вăтам шулпа А. Кокель музейĕнче çеç мар, республикăри ỹнер ăстисен музейĕнче те упранĕç.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)