Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕç çынна хисепе кăларать

22 июля 2015 г.

 

Пурнăçра тĕллевлĕ те мал ĕмĕтпе пурăнас текен çын икĕ аллине пушă тăратманни паллă. Çак сăмахсенех Турханти Геннадий Алексеевич Салмин (ỹкерчĕкре сылтăмри) пирки каласшăн. Харсăр та хастар чăваш ĕç стажне 16 çултах пуçланă. Ун чухне вăл ăста комбайнерсемпе юнашар "штурвал" умне ларнă. Çамрăклăхне çĕр ĕçĕпе çыхăнтарнă каччă хăйĕн малашлăхне те ялтах курнă. Çавăнпах пулĕ çар тумне тăхăниччен Вăрнарти совхозтехникума выльăх-чĕрлĕх тухтăрĕ пулма кайса кĕнĕ. Çирĕп кăмăллă каччăн салтакран таврăнсан та шухăшĕ улшăнман. Çамрăк специалиста вăл вăхăтра кăтартуллисен йышĕнче пыракан "Россия" колхозри выльăх-чĕрлĕх отрасльне ертсе пыма шаннă, зоотехник должноçĕпе приказ çырнă. Темиçе çул хăш-пĕр вырăна куçса ĕçленине шутламасăр, Г. Салмин 2003 çулчченех тăван тăрăхра хăйĕн специальноçĕпе тăрăшнă. Паян вара вăл Турханти психоневрологи интернатĕнче хуçалăх ĕçĕсене тирпейлесе пыракан начальник.

Геннадий Алексеевич кирек хăш ĕçре пулсан та хăйĕн професси ăсталăхне тĕпе хурса пысăк яваплăхпа пурнăçланă, яланах тỹрĕ чунлă, ыттисемшĕн кăтартуллă пулнă. Унăн хастарлăхĕпе тата пуçарулăхĕпех интернатăн пурлăх бази те çулсеренех тĕрекленет, пуянланать, капăрланать... Тăрăшулăхне кура хисепĕ те. Кăçалхи Акатуйра Геннадий Алексеевичăн çемье архивне тепĕр хисеплĕ хут _ РФ Ĕç тата социаллă хỹтлĕх министерствин Хисеп грамоти хутшăнчĕ. Ỹкерчĕкре эсир шăпах çак чыслав самантне куратăр.

А. НИКОЛАЕВА

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429362, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Тарханы,ул.Кокеля, д.23
Телефон: 8(83532) 68-4-24
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика