Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кокель çĕршывĕ _ ỹнерçĕсен куçĕпе

18 июля 2015 г.

Профессилле художниксен ĕçĕпе ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ _ республикăри информаци политикипе массăллă коммуникацисен министрĕ Александр Иванов паллашрĕ Тĕнчипе чапа тухнă паллă художник, педагог, профессор Алексей Афанасьевич Кокеле чыс та хисеп туса вăл çуралнă тăван ялне _ Турхана _ тăххăрмĕш хут çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенчен профессилле художниксем пленэра пуçтарăнни пĕр эрне иртрĕ.

Виçĕмкун çутçанталăк илемĕпе тĕрлĕрен сăнарсене пир татăкĕ çине куçаракан ăстасемпе тĕл пулса калаçма, творчество çыннисен пултарулăхне пахалама Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ _ республикăри информаци политикипе массăллă коммуникацисен министрĕ Александр Ивановпа район администраци пуçлăхĕ Н. Глухов ỹнерçĕсен ĕç объекчĕсенче пулчĕç. Вĕсемпе пĕрлех республикăри ỹнерçĕсен пĕрлешĕвĕн ертỹçи Р. Федоров, Кокелĕн çывăх тăванĕ Н. Сергеев, унăн творчествипе тачă çыхăнса ĕçлекен хастарсем те чылайăн хутшăнчĕç.

Чунĕпе те, юнĕпе те çутçанталăк ытамне кĕрсе ỹкнĕ ăстасем ирпе-ирех ĕçе пуçăнаççĕ: пĕрисем уйрăм çынсен, паттăрсен сăнарĕсене хăйсен тĕп геройĕ вырăнне суйласа илеççĕ, теприсем истори страницине çырăнса юлма, хамăрăн паянхи пурнăçа çитес ăру валли сăнарласа хăварма кăмăллаççĕ, виççĕмĕшĕсемшĕн тĕрлĕрен пейзаж тĕп тема. Пленэра кăçал вунвиçĕ художник хутшăннă, çавăн чухлĕ шухăш, фантази темелле. Творчество ĕçне ертсе, йĕркелесе пыраканĕ, координаторĕ, культурологи докторĕ, истори наукисен кандидачĕ В. Васильев профессор. Владимир Александрович çирĕплетнĕ тăрăх, çулсеренех пленэр пĕлтерĕшĕ, хакĕ ỹссе пырать. Географи тĕлĕшĕнчен те сăрă ăстисен ушкăнĕ пуянланса пыни кăмăллă. Паян кунта Шупашкарсăр пуçне Харьковран та, Оренбургран та, Уфаран та, Симферопольтен те, Китайран та, Беларуç çĕршывĕнчен тата ытти çĕртен те чăваш çĕршывĕнчи Кокель ялĕн ытарайми вырăнĕсемпе тарават та ăшă çыннисен сăнарĕсене сăрă витĕр тĕнче шайне кăларма çитнĕ. Беларуçрен пирĕн тăрăха хапăл тунă Владимир Чернышов художник, сăмахран, саккăрмĕш теçеткере пырать пулин те аллинчи кистьне çăмăллăн çеç вылянтарса тăрать. Унăн сăнарĕсем ытларах халăх историйĕпе çыхăннăскерсем. Пичет министрĕ Александр Иванов тĕлпулура художниксем курава хатĕрлекен ĕçĕсемпе тĕплĕн паллашрĕ, шкул картишĕнчех вырнаçнă Кокель музейĕнчи экспонатсене пахаларĕ, ỹнерçĕсен шухăшĕсене итлерĕ, Юхма Ене хапăл тунă хăнасене Константин Ивановăн "Нарспи" кĕнекине парнелерĕ. Хĕрỹ калаçура Турханти музейра Кокель пленэрне хутшăннă художниксен картинисен галерейине тăвас пирки те сăмах пулчĕ. Александр Степанович çак шухăша ырларĕ, ыйтăва тĕпчесе татса пама май пуррине те каларĕ.

Профессилле сăрă ăстисем Юхмапа Пăла тăрăхĕнче июлĕн 21-мĕшĕччен пулаççĕ. Урăхла каласан, кăмăл тăвакансем ỹнерçĕсемпе куçа-куçăн курнăçса паллашма та, хăйсен сюжечĕсене, сăнарĕсене сĕнме те пултараççĕ. Сăмахран, Аслă Чементи Мария Зотова (ỹкерчĕкре) хăй хатĕр-ленĕ чăваш çи-пуçĕпе: хушпупа, теветпе, сурпанпа, ум çаккипе тата çамрăк чухне тĕртнĕ кĕпепе художниксен патне хăех çитнĕ.

А. ЕГОРОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429362, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Тарханы,ул.Кокеля, д.23
Телефон: 8(83532) 68-4-24
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика