Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ентеш пултарулăхĕ савăнтарать

04 июля 2015 г.

 2015 çул _ Литература çулталăкĕ. Ăна халалласа Шупашкарти оперăпа балет театрĕнче литературăпа музыка каçĕ иртрĕ. Тĕрлĕ жанрлă номерсем черетленчĕç. Хăйсен коллективĕ "Борис Годунов" оперăн массăллă пĕр сыпăкне симфони оркестрĕпе выляса кăтартрĕ, дирижерĕ _ хĕрарăм. Залра эпĕ хамăр ентешпе Н. Эриванов композиторпа юнашар лартăм. Шупашкарта вĕреннĕ вăхăтра та, кайранхи тапхăрта та чылай оперăпа балет спектаклĕсене çỹренĕ, анчах та хĕрарăм дирижер çакăнта пулнине илтмен. Николай Лазаревичран тĕплĕнрех ыйтса пĕлес терĕм.

"Ольга Сетнеровна Нестерова вăл. Ашшĕ Çĕньялтан мар-ши? Сирĕн ялта Нестровсем нумай пурăнаççĕ. Амăшĕ Сĕнтĕрвăрри районĕнчен", _ терĕ.

Иккĕленĕве вĕçне çитерес шухăш сỹнмерĕ. Ялта "Хĕрлĕ Ялав", Ленин орденĕсене тивĕçнĕ паллă учитель Е. Нестеров пур. Емельян Васильевич 1940-1950 çулсенче çамрăксен хорне йĕркелесе ертсе пынă. Музыкăна ăнланаканскер пулнă. Ку шухăш малалла каймарĕ.

Шупашкара тепре кайма тỹр килчĕ. Оперăпа балет театрĕнче Ольга Сетнеровнапа (ỹкерчĕкре) курнăçма тиврĕ. Ашшĕ Упамсаран иккен. Сетнерăн тĕп ячĕ Якку пулнă-мĕн. Вĕсем çут тĕнчене йĕкĕреш килнĕ. Хĕр ачана Нарспи ят хунă. Вăл икĕ çултанах чирлесе вилнĕ. Вĕсене Мария Сидоровна Нестерова 1949 çулхи июнĕн 12-мĕшĕнче Упамса ялĕнче çуратнă. Хăй 1988 çулта вилнĕ. Кун пирки эпĕ районти ЗАГС архивĕнчен пĕлтĕм.

Ольга Сетнеровнан ашшĕпе амăшĕ пĕрле нумаях пурăнман. Ăрăва малалла тăсакан Шупашкарти Г. Лебедев ячĕллĕ музыка интернатĕнче вĕреннĕ, ун хыççăн амăшĕпе Новосибирск хулине куçса кайнă. Кунта вăл çак хулари консерватори çумĕнчи училищĕре фортопиано класĕнче вĕреннĕ. Каялла Шупашкара таврăнсан И. Яковлев ячĕллĕ университетра музыка факультетĕнче вĕренсе аслă пĕлỹ илнĕ. 1987 çулта Шупашкарти оперăпа балет театрĕнче фортопианăпа концертмейстер пулса ĕçлеме тытăнать. Театрта Г. Максимов, В. Важаров пултаруллă дирижерсем ĕçленĕ, анчах та вĕсем вилнĕ хыççăн театрăн ертсе пыраканĕсем Ольга Сетнеровна çинче чарăнса тăнă. Ентеш питĕ пултаруллă концертмейстер кăна мар иккен, кашни музыка инструменчĕ мĕнле вылянине илтме пултаракан музыкант-дирижер та. Вăл ĕçленĕ хушăрах куçăмсăр майпа Нижний Новгородри консерваторинче вĕреннĕ. Халĕ театр репертуарĕнчи пĕтĕм оперăпа балет ("Шывармань", "Нарспи", "Сарпике"...) дирижерĕ. "Чăвашла калаçнине питĕ лайăх ăнланатăп, анчах хуравлаймастăп", _ тет. Амăшĕ Сĕнтĕрвăрринчи культура керменĕн ĕçченĕ пулса тивĕçлĕ канăва тухнă. Ольга Сетнеровна çемьеллĕ.

Ашшĕ çинчен Упамсара пĕлекенсем пурах пулĕ ĕнтĕ. Ăçта пурăнать-ши? Ыйтусене уçăмлатма пулăшакансене кĕтетпĕрех. Хорпа симфони оркестрĕн профессионаллă дирижерĕ Ольга Сетнеровнапа савăнатпăрах эпир.

А. ШАКИН, районти юрăпа ташă ансамблĕн ертỹçи

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429362, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Тарханы,ул.Кокеля, д.23
Телефон: 8(83532) 68-4-24
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика