27 июня 2015 г.
ЮЛАШКИ çулсенче ял тăрăхĕсенче кĕрлекен район кунĕсенче ытти хăна-вĕрлепе пĕрлех Турханти Пĕтĕм тĕнчери Кокель пленэрĕнче ĕçлекен ỹнерçĕсем те хутшăнни хăйне евĕр ырă пулăм. Сăрă ăстисен кăçал та район ĕçченĕсемпе уявра савăнма çакнашкал май пулать. Хальхинче Ишлĕ ял тăрăхĕнче иртекен район кунĕнче (июлĕн 11-мĕшĕнче) çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен пуçтарăннă творчесво çыннисем пирĕн пултаруллă ĕçченсемпе, матур та сатур ывăл-хĕрĕсен пултарулăхĕпе, йăла-мешехепе паллашĕç.
Тăххăрмĕш хут Турхан тăрăхĕнчи асамлă вырăнсене пир татăкĕ çине куçаракан ỹнер искусствин маçтăрĕсем пирĕн районта июлĕн 8 _ 21-мĕшĕсенче пулĕç. Сăмах май çакна та палăртса хăвармалла: 2007 çултанпа йĕркеленекен пленэрта Раççейрен тата Украинăран 93 художник хутшăннă, вĕсем пин ытла ỹкерчĕк ăсталанă.
Кăçалхи программа та пуян. Вĕсем çутçанталăкăн ытарлă кĕтесĕсенче çеç ĕçлемĕç, уйрăм çынсем килĕнче те пулĕç, коллективсене те çитĕç, ытти чухнехи пекех районăн паллă вырăнĕсемпе киленĕç, Шупашкарти Чăваш патшалăх университечĕпе те паллашма вăхăт тупĕç.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)