Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шанăç та сывалма пулăшать

11 июня 2015 г.

Турханти Л. Гусевана никам та тăххăрмĕш теçеткене тултарса пырать тесе калаймасть-тăр. Вăхăта усăсăр сая ямасть вăл. Халĕ те кунсерен сахал мар утать. Çурхи хыр вăрманĕн сиплĕ сывлăшне кăкăр тулли сывлани вăй-хал кĕртет ăна. Хурăн сĕткенне ĕçет. Сывă пурнăç йĕркине тытса пынăран, кашни çĕнĕ кунпа киленсе пурăннăран, хăйпе-хăй сипленме пĕлнĕрен вашават та вăр-вар Лидия Васильевна. Унăн хăш-пĕр сĕнĕвĕсене ăша хывас, ун пекех çирĕп чунлă пулас килет.

Ĕçлĕхлĕ хĕрарăмăн пушă вăхăчĕ сайрарах. Килĕнче кичемленсе лармасть вăл. Çу каçипех ялтан 10 çухрăмра вырнаçнă вăрмана курăк, çырла, кăмпа, мăйăр пухма çỹрет. 70-80 тĕрлĕ курăк типĕтет, сиплĕ ỹсен-тăран тымарĕсене, çулçисене, йывăç хупписене, хурăн, тирек, ăвăс папкисене пухать. Вĕсене вăл хăйне валли кăна мар, чирлисем валли те хатĕрлет.

"Турă мĕн чухлĕ кун-çул панине çынсене ырă туса, пулăшса пурăнасчĕ тетĕп. Сывлăхлă пуласчĕ",_ ĕмĕчĕпе паллаштарать Лидия Васильевна.

Л. Гусевăна таврари, районти, республикăри ялсенчен çеç мар, Рязаньтен, Челябинскран, Мускавран та, Америкăран та, Германинчен те, Украинăран та... пĕлеççĕ. Вĕсемпе тăванлаштараканĕ вара чир пулчĕ пулас.

"Эпĕ 1993 çулта хăрушă чирпе чирлерĕм: черетлĕ медосмотрта тухтăрсем кăкăр ракне тупса палăртрĕç,_ каласа парать Лидия Васильевна. _Çийĕнчех больницăна вырттарчĕç, операци турĕç. Ун чухне шыçă чирĕпе пурнăçран уйрăлакансем йышлăччĕ. Мана та шухăш канăç пами пулчĕ. Ачасем "Физкультура и спорт" журналри пĕр статьяна илсе килнĕ. Унта сысна кĕпçи ракпа чирлисене сиплени пирки çырнăччĕ. Асăннă журнала шкул та çырăнса илетчĕ. Ăна питĕ юратса вулаттăмăр. Каярах хам çырăнса илме тытăнтăм. Паянхи кунчченех манăн шанчăклă тусăм вăл. Анчах сысна кĕпçине епле тупмалла? Палламастăп- çке ăна. Журналта кăтартнă пĕр адреспа çыру ятăм та вăл вăрлăхĕпе тивĕçтерчĕ. Çуркунне шăтса тухрĕ те тĕлĕнсех кайрăмăр. Наркăмăшлă курăк пирĕн тăрăхра та ỹсет-мĕн. Упăшка сысна кĕпçине пухрĕ те унран настойка турăмăр. Ăна В. Тищенко сиплеçĕ схемипе кивĕ уйăхран ĕçме тытăнтăм. Пĕрремĕш çулне тỹрех сиплевçĕн виçĕ курсне турăм. Ытти çул ăна пĕр курса хăвартăм. Мана кунсерен лайăх пулма пуçларĕ, ура çине тăтăм. Çак курăк ыттисене те пулăштăр тесе "Советская Чувашия" хаçата çыру ятăм. Вăл пичетленнĕ хыççăн ман пата нумай ял-хуларан çынсем килме пуçларĕç".

Шыçă чирĕпе чирлекен çынсене пулăшас шутпах Лидия Васильевна районти "Авангард" хаçат страницинче те материалсем пĕр хутчен çеç мар пичетленĕ. Пысăк чунлă çак хĕрарăм ырă кăмăл чи лайăх сиплев пулнине ĕнентерет. Пурнăçшăн ĕмĕр тăршшĕпех кĕрешмелле тет. Вăрманлă Хурама Твар поселокĕнче çуралнă Лидия Васильевна. Турхан шкулĕнче пĕлỹ илнĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче те алăран кĕнеке-тетрадь яман. Ыттисем хутла вĕренесси çине алă сулнă. 1951 çулта И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн ют чĕлхесен факультетне вĕренме кĕнĕ. Диплом илсен хăй пĕлỹ пухнă шкулах ĕçлеме килнĕ. 39 çул ачасене нимĕç чĕлхине вĕрентнĕ. Хăйĕн ĕçне килĕштернĕ Лидия Васильевна. Ют чĕлхесен кабинетне районта пуринчен малтан йĕркеленĕ.

Хăйĕнпе аслă шкулта пĕр вăхăталлах вĕреннĕ, Турханта директор çумĕнче тăрăшакан Виталий Михайловичпа (каярахпа чылай çул директорта ĕçленĕ) çемье çавăрнă. Мăшăрĕпе вĕсем пĕр хĕрпе ывăл пăхса ỹстернĕ. Мăшăр кăвакарчăн евĕр килĕштернĕ Гусевсем. Людмила ашшĕпе амăшĕн çулне суйланă.

"Сывлăхлă пуласси _ куллен пурнăçламалли ĕç", _ тет Лидия Васильевна. Шыçă чирĕнчен хăтăлас тесен апата пĕлсе çимеллине, ытла çуллипе е тĕтĕмленипе усă курмалла маррине палăртать. Эрех ĕçме те, пирус туртма та юрамасть-мĕн. Ытла йывăр çĕклемелле, чун-чĕререн хурланмалла мар. Хуйхăрмасăр пурăнма хăнăхмалла. Хĕвел çинче сахалрах пулмалла.

Шанчăка, ĕненĕве çухатмалла мар, ытларах хусканусем тумалла. Сиплев тытăмĕн ĕçченĕсем çирĕплетнĕ тăрăх _ этем сывлăхĕн 10 проценчĕ кăна медицинăпа çыхăннă. Ытти çынран хăйĕнчен, вăл сывă пурнăç йĕрки тытса пынинчен килет: тĕрĕс те пахалăхлă апатланнинчен, ỹт-пĕве пиçĕхтернинчен, çĕнĕ кунăн кашни саманчĕпе савăнма пĕлнинчен, япăх шухăш-кăмăла сирме, ыттисене ырă тумашкăн пултарнинчен...

Сывлăхшăн, тухтăрсем калашне _ иксĕлми пуянлăхăмăршăн, айтăр-ха хамăрах хыпса çунар.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429362, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Тарханы,ул.Кокеля, д.23
Телефон: 8(83532) 68-4-24
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика