13 мая 2015 г.
Упамсари Леонид Яковлевич Савельев Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă. Вăл Ленинград фронтĕнче фашистсене хирĕç çапăçнă. Паттăр салтак разведчиксен ротине лекнĕ. Йăрă та пысăк, тавçăруллă арçын пĕччен те, темиçен те разведкăна çỹренĕ, тăшман тылĕнчен те пĕрре мар тухнă. Пушă алăпа та таврăнман. Икĕ-виçĕ хутчен те ун пирки вилнĕ текен сас-хура тухнă. Хури-шуррине те унăн самаях курма тивнĕ.
Пĕррехинче разведкăран каялла килнĕ чухне икĕ нимĕç пĕр шухăшсăр калаçса тăнине курать. Мĕн тумалла? Вĕсем иккĕн, вăл вара пĕччен çеç. Меллĕ самантпа усă курса вĕсен умне автоматпа сиксе тухать, лешсем çухалса кайнипе пăшалĕсене те тытса ĕлкĕреймеççĕ. Л. Савельев фашистсене прикладпа çапса анратать, аллисене хыçалалла çыхса хурать. Кайран иккĕшне те хамăрăннисем патне илсе каять. Вĕсем те разведчиксемех пулнă иккен. Çак вăхăтра унăн амăшне ывăлĕ вилнĕ тесе хурлăхлă хыпар çитет.
"Савельев Леонид Яковлевич был убит 25 января 1944 г. в бою за социалистическую Родину, проявив геройство и мужество. Похоронен 300 метров от дороги Западной, в деревне Кайзи Гатчинского района Ленинградской области.
Начальник штаба Краснов, отдельного лыжного батальона 120 стрелковой дивизии. Полевая почта 09511 "Л".
Çакăн пек хут унăн ячĕпе 2-3 хутчен те килнĕ, анчах Упамса каччи вăрçă вĕçленичченех паттăррăн çапăçнă, килне те сывă таврăннă. Унăн кăкăрĕ çинче "Хĕрлĕ çăлтăр" орденĕсем иккĕччĕ. 1976 çулхи августăн 18-мĕшĕнче вăл пирĕнтен яланлăхах уйрăлса кайрĕ.
Ветеран тивĕçлĕ канăва кайичченех лашасем пăхрĕ. Эпĕ хам та урхамахсене питĕ юратнăран пушă вăхăтра Л. Савельев патне чупаттăм. Вăлах мана юпах тихасене çỹретме вĕрентрĕ (пĕрре мар чикĕленнĕ. _ Авт.), çавăн чухне çарти вăхăчĕсене аса илетчĕ.
Вăтаел çынни, Геннадий Яковлев, каланисем те асрах. 1949-1950 çулсенче Упамсара шоферта ĕçлерĕ. Унăн кăкăрĕ çинче те "Хĕрлĕ çăлтăр" тата урăх орден пурччĕ. Вăл та разведчик пулнă. Хăй харăс икĕ фашиста чиксе вĕлерни пирки пĕлтернĕччĕ.
А. ЛЕОНТЬЕВ. Патăрьел
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)