25 апреля 2015 г.
Упамсари Д. Лисов çар ретне тăма хатĕрленме шкулта вĕреннĕ чухнех пуçланă. Çăмăл атлетикăна кăмăлланăран çак енĕпе ирттернĕ ăмăртусене хутшăнса малти вырăнсене çĕнсе илнĕ. Турник çинче çĕкленесси, алă вăйĕпе ытти хусканусем тăвасси йывăрлăх кỹмен ăна. Ачаранах çак хăнăхусене вырăна хуни çие çар тумĕ тăхăнсанах пулăшнине çирĕплетет халĕ Денис.
Чăваш каччи "Адмирал Кузнецов" крейсер çине службăна лекнĕ. Унта пирĕн республикăран та чылайăн. Сăмах май çакна палăртма та кăмăллă. Нарăс уйăхĕн вĕçĕнче унти делегаци пирĕн республикăра, районта пулса хăш-пĕр шкулсене çитнĕччĕ. Çитĕнекен ăрăва пиччĕшĕсен çар служби мĕнле иртнипе паллаштарнăччĕ.
Денис чăвашсен, ашшĕ-амă-шĕн шанăçне тỹрре кăларать. Çакна çур çулчченхи служба та çирĕплетет. Киле çар командованийĕнчен тав çырăвĕ килчĕ. Унта Наталия Александровнапа Владимир Федоровича ывăлне тивĕçлĕ воспитани парса ỹстернĕшĕн тав тунă.
_ Почта сумки ĕлĕкхилле çырусемпе тулмасть пулин те салтакран килекеннисем пур-ха. Хыпара çийĕнчех уçса вуларăм. Епле хĕпĕртемĕн. Арçын ачана çуралсанах çĕршыва юрăхлă ỹссе çитĕнтĕр тетпĕр мар-и?_ хавхаланăвне пытараймасть амăшĕ Н. Лисова почтальонка.
Савăнăçа çынпа пайласан нумайланать. Амăшĕ те çапла тума тăрăшрĕ. Паян Упамсара районта тухса тăракан "Авангард" хаçата 62 кил çырăнса илет. Ентешĕн çар ретĕнчи матурлăхне ун тăрăх кашнийĕ вуласа пĕлет. Шкулсенче вĕренекен каччăсемшĕн те интереслĕ хыпар çакă. "Адмирал Кузнецов" çине çакланас ĕмĕтлисем сахалăн-им!
Ырă хыпар çемьене савăнтарчех. Шупашкарта медицина колледжĕнче вĕренекен Денисăн йăмăкĕ та çар тумĕ тăхăнакансене хисеплет. Алла диплом илнĕ хыççăн хăй те госпитальте çĕршыв хỹтĕлевçисене сиплесшĕн ĕмĕтленет.
А. АСТРАХАНЦЕВА
Кётартуллё салтак
Упамсари Д? Лисов =ар ретне тёма хат.рленме шкулта в.ренн. чухнех пу=ланё? +ёмёл атлетикёна кёмёлланёран =ак ен.пе ирттерн. ёмёртусене хутшёнса малти вырёнсене =.нсе илн.? Турник =инче =.кленесси: алё вёй.пе ытти хусканусем тёвасси йывёрлёх к\мен ёна? Ачаранах =ак хёнёхусене вырёна хуни =ие =ар тум. тёхёнсанах пулёшнине =ир.плетет хал. Денис?
Чёваш каччи «Адмирал Кузнецов» крейсер =ине службёна лекн.? Унта пир.н республикёран та чылайён? Сёмах май =акна палёртма та кёмёллё? Нарёс уйёх.н в.=.нче унти делегаци пир.н республикёра: районта пулса хёш-п.р шкулсене =итн.чч.? +ит.некен ёрёва пичч.ш.сен =ар служби м.нле иртнипе паллаштарнёчч.?
Денис чёвашсен: ашш.-амё-ш.н шанё=не т\рре кёларать? +акна =ур =улчченхи служба та =ир.плетет? Киле =ар командований.нчен тав =ырёв. килч.? Унта Наталия Александровнапа Владимир Федоровича ывёлне тив.=л. воспитани парса
\стерн.ш.н тав тунё?
_ Почта сумки .л.кхилле =ырусемпе тулмасть пулин те салтакран килекеннисем пур-ха? Хыпара =ий.нчех у=са вуларём? Епле х.п.ртем.н? Ар=ын ачана =уралсанах =.ршыва юрёхлё \ссе =ит.нт.р тетп.р мар-и;_ хавхаланёвне пытараймасть амёш. Н? Лисова почтальонка?
Савёнё=а =ынпа пайласан нумайланать? Амёш. те =апла тума тёрёшр.? Паян Упамсара районта тухса тёракан «Авангард» ха=ата 62 кил =ырёнса илет? Ентеш.н =ар рет.нчи матурлёхне ун тёрёх кашний. вуласа п.лет? Шкулсенче в.ренекен каччёсемш.н те интересл. хыпар =акё? «Адмирал Кузнецов» =ине =акланас .м.тлисем сахалён-им!
Ырё хыпар =емьене савёнтарчех? Шупашкарта медицина колледж.нче в.ренекен Денисён йёмёк. та =ар тум. тёхёнакансене хисеплет? Алла диплом илн. хы==ён хёй те госпитальте =.ршыв х\т.лев=исене сиплесш.н .м.тленет?
А? Астраханцева
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)