11 апреля 2015 г.
Шанчăклă техникăпа çула тухма та, ĕçе кайма та хăрушă мар. Анчах темшĕн çакăн пирки нумай чухне манатпăр. Халь республикăра, çавăн пекех районта та тракторсене, кăкарса çỹремелли хатĕрсене патшалăх тĕрĕслевĕ витĕр ятарлă гафикпа килĕшỹллĕн кăлараççĕ. Ĕнерхи кун тĕлне "Малалла", "Первомайск", "Батыревский", "Труд", "Красное знамя", "Мир" "Тойсинская", "Звезда", "Исток" хуçалăхсенче пулнă, 180 тракторпа прицепа (ял поселенийĕсемпе пĕрле) пăхнă, унтан 152-шĕ регистраци свидетельствине илнĕ.
Турхан ял тăрăхĕнче уйрăм çынсенче тата фермер хуçалăхĕсенче тракторсемпе прицепсем пурĕ 45 единица, вăл шутран палăртнă кун 15-шĕ хурçă "утсене" пĕр йĕре тăратрĕç.
Техникăна сăрласа çĕнĕ сăн кĕртни тỹрех куçа курăнчĕ _ апла пулсан кунта тĕрĕслеве тĕплĕн хатĕрленнĕ. Шаннă кайăк чăннипех те йăварах пулчĕ. Гостехнадзорăн районти аслă инспекторĕ И. Васильев кашнийĕн тормоз системи, фарăсем, ăçталла пăрăннине кăтартакан лампочкăсем, çумăр çусан тасатакан хатĕрсем, сигнал тата ытти те мĕнле ĕçленине тĕплĕн тĕрĕслерĕ. Çавăн пекех çут çанталăка вараламаннине, техника хăрушсăрлăхне мĕнле пăхăннине, страхланине, аптечка пуррине пăхрĕ. Инкек-синкекре пĕрремĕш пулăшу памалли япаласем пурин те пур. Чăнах та, хăш-пĕр кăлтăксем тупăнчĕç, анчах вĕсене механизаторсем çийĕнчех сирчĕç. Тĕрĕслеве хутшăннă пур "ут" та тỹрĕ те тикĕс çулпа та, хирте те çỹреме юрăхли палăрчĕ.
Çак кунах "Хастар" хуçалăх та тракторсене патшалăх тĕрĕслевĕ витĕр кăларчĕ. Хурçă "утсен" шучĕ кунта хут çинче 12 таранах, анчах виççĕшне кăна _ МТЗ-82, Т-150, ДТ (гусеницăлли) _ хатĕррисен ретне тăратнă. Вĕсене вара сăрланă, тĕплĕн сипленĕ.
_ Ыттисене кивĕреххипе, усă курманнипе тата кадрсем çителĕксĕррипе тĕкĕнмерĕмĕр. Яваплă тапхăрсене хутшăнаканнисене кăна юсарăмăр. Йывăртарах пулать-ха та ĕнтĕ вĕсене, анчах ним тума та çук, _ терĕ хуçалăх "лавне" иртнĕ çултанпа кỹлĕннĕ В. Косойкин.
Турхансем кăçал пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 350 гектар акма палăртнă. Пĕлтĕр кĕрхисене 60 гектар никĕсе хывса хăварнă. Йывăрлăхсене пăхмасăрах вăрлăхсене çĕнетме вăй çитернĕ. Районти "Малалла" ял хуçалăх эртелĕнчен сĕллĕн _ "рысак", çурхи туллăн "Московская-35" сорчĕсене туяннă. Иртнĕ çул "Труд" хуçалăхран "симбирцид" тулă илнĕччĕ. Хăйсем хатĕрленисем те кондициллĕ.
Çуракине хутшăнакан И. Косойкин, С. Перлов, Н. Петров, И. Калдырмин механизаторсем опытлă, пултаруллă. Ахальтен мар ĕнтĕ техника çĕмрĕлсен те çын килсе туса парасса кĕтмеççĕ _ хăйсемех юсаççĕ.
Шел пулин те, Турхан ял тăрăхĕнче те, ытти çĕрти пекех, патшалăх тĕрĕслевĕнчен пăрăнса юлакансем çителĕклех пулчĕç. Анчах малашне те вĕсем аслă çулпа та, хирпе те лăпкăн çеç çỹреймĕç, мĕншĕн тесен часах "Частник" операци пуçланать. Ун чухне çул-йĕр е гостехнадзор инспекторĕсен аллине çаклансан никама та пуçран шăлмĕç.
О. ПАВЛОВА
Пĕлсе тăма
Тракторсене патшалăх тĕрĕслевĕ витĕр кăлармалли правилăсене улшăну кĕртнĕ хыççăн хурçă "утсене" хатĕррисен ретне лартакансен çумĕнче хăйсем кам пулнине кăтартакан документ, техника хуçи иккенне çирĕплетекен хут е доверенность, машинăпа çỹреме ирĕк паракан документ тата регистрацилени пирки свидетельство пулмалла. Унччен тĕрĕслев витĕр тухнă тракторсен механизаторĕсене талон панă, халь _ регистрацилени çинчен свидетельство. Çавăн пекех пĕр-пĕр кăлтăкпа свидетельство илейменнисене пăхни пирки акт тивĕçет. 20 кунта кăтартнă çитменлĕхсене пĕтерсен тепĕр хут тĕрĕсленĕ хыççăн алла документ параççĕ. Çак тапхăрта ĕлкĕрейменнисен патшалăх пошлинине тата тепре тỹлеме, техникăна çĕнĕрен хатĕррисен ретне лартма тивет.
Районĕпе 921 трактор шутланать, унтан ял уçалăх предприятийĕсенче 268, уйрăм хушма хуçалăхсенче 635.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)