25 марта 2015 г.
"Санăн воспитатель пулмалла", _ тесе калатчĕç аттепе анне мана ачаранах. Турханти вăтам шкултан вĕренсе тухсассăнах Шупашкарти педагогика училищине çул тытрăм. Ĕмĕте пурнăçларăм. Унтанпа 25 çул та иртсе кайрĕ.
Шкул çулне çитменнисене тĕрĕс воспитани парас тесе аслă педагогсем каласа хăварнă меслетсемпе усă курса ĕçлесе пыратăп. Ача пĕчĕк, айван, вăйсăр, хăй тĕллĕн нимех те тăваймасть пулсан та ăна çын вырăнне хурса хисеплемелле. Вăл пулас пысăк çын.
Пытарма кирлĕ мар. Пур хĕрпе ывăл та ирпе ача садне пĕр пек кăмăл-туйăмпа килмест. Пĕри хаваслă, тепри пусăрăнчăклă, кăмăлсăртарах, калаçсах каймасть, ыттисемпе хутшăнмасть. Çакнашкаллисемпе, юнашаррисем сисмелле мар, çывăхтарах пулма тăрăшатăп. Майĕпен вăйăсене хутшăнтаратăп, ытларах калаçтаратăп, кăмăлне тупатăп.
Тĕллеве пурнăçлас тесе ачасене тĕрлĕ халăх юмах-халапĕпе паллаштарма тăрăшатпăр. Асамлă та хăватлă сăнарсем çитĕнекен ăрăва ăс-хакăл пухма, ырă чунлă ỹсме, ваттисене хисеплеме, çут çанталăка сыхлама, тăван çĕршыва юратма, ырăпа усала уйăрса илме вĕрентеççĕ.
Аслă ушкăнри ачасем хăйсем те тĕрлĕ юмах-халап шутласа кăлараççĕ тата кĕçĕннисем умĕнче кăтартаççĕ.
К. Иванов тата Литература çулталăкĕ пынă май çитĕнекен ăрупа сăвă конкурсĕсем, викторинăсем ирттерме, ỹкерчĕксен куравĕ йĕркелеме, библиотекăна экскурсине тухма палăртатпăр.
Шкул çулне çитмен ачасене тĕрĕс воспитани парас ĕçре сăнар искусстви те калама çук пысăк витĕм кỹрет. Мĕн чухлĕ асамлăх, вăрттăнлăх, илемлĕх хуçаланать вĕсен ỹкерчĕкĕсенче! Кашни уяврах (Аннесен кунĕ, Çĕнĕ çул, мартăн 8-мĕшĕ...) курав йĕркелетпĕр. Çĕнтерỹ кунĕ тĕлнехи ỹкерчĕксен выставкине "Санăн яту вилĕмсĕр!" ятпа йĕркелесшĕн.
А. Кокель ячĕпе хисепленекен ỹнер шкулĕпе ача сачĕ хушшинче килĕштерсе ĕçлесси аталансах пырать. Аслисен куравне те кĕçĕннисем патĕнче ирттеретпĕр. Юлашки вăхăтра ача садне çỹрекенсем те _ И. Кольцова, А. Самарина, А. Тигешкин, О. Рыбкина, Л. Ершова _ ỹнер ăсталăхне унта ỹстереççĕ.
Шкул çулне çитменнисемшĕн вăйă çав тери пĕлтерĕшлĕ. Вăл ачасене аталанма, çын пулма вĕрентет. Вăйăра вăйпа та, ăс-тăнпа та усă курма хăнăхни каярахпа та кирлĕ. Выляса çитĕнме условисем пурах пирĕн.
Кăштах ашшĕ-амăшĕ çинче чарăнар-ха. Вĕсен тỹпи те воспитани ĕçĕнче пысăк вырăн йышăнать. Йĕркерен тухнине тỹрленме пулăшасси тин çуралнă ачана пăхма тытăнассипе пĕрех. Çавăнпа та çакнашкал сĕнỹ парасшăн. Кашни ашшĕ-амăшĕн ача аталанса пынине сăнаса тăма ятарлă дневник уçсан аван. Унта ывăл-хĕрĕн кулленхи утăмне, ылмашăвне, мĕнле калаçнине, еплерех тытнине, çитĕнĕвĕсене, çухатăвĕсене, ĕмĕчĕсене çырса пымалла. Вăхăт иртнĕçемĕн пĕтĕмлетỹ туса танлаштармалла. Ача лайăх енне туртăннине палăртмалла.
Çитĕнекен ăру пирĕн пуласлăх та, ватлăх та. Вĕсене тĕрĕс воспитани парса ỹстерсен ырă курăпăр, япăх енне сулăнтарсан кулянмалла, макăрмалла пулĕ. Çаксене тĕпе хурса ĕçлеме тăрăшатпăр та эпир.
Е. ЕМЕЛЬЯНОВА, Турханти "Çеçпĕл" ача сачĕн воспитателĕ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)