Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Иператор академийĕнче вĕреннĕ хресчен ачи

20 марта 2015 г.

Иператор академийĕнче вĕреннĕ хресчен ачи

    

 

Чăваш патшалăх ÿнер музейĕнче мартăн 13-мĕшĕнче Алексей Кокель çуралнăранпа 135 çул çитнĕ май унăн ĕçĕсен куравĕ уçăлнă.

Геннадий Козлов, музей директорĕ:

- Алексей Кокель - чăвашсенчен Император ÿнер академийĕнче пĕлÿ илнĕ пĕртен-пĕр çын. Турхан ялĕнчи хресчен ачи çав шайри вĕренÿ заведенине мĕнле майпа лекме пултарнă-ха вăл вăхăтра. Хăйĕн иксĕлми пултарулăхне кура. Харьковри академи ÿкерчĕкĕн шкулĕнче ĕçленĕ вăхăтра Алексей Афанасьевич чăн-чăн художниксен пысăк ушкăнне вĕрентсе хатĕрленĕ. Вăл Чăваш Енĕн пултаруллă çамрăкĕсене те унта вĕренме кĕме пулăшнă. Хăй вăхăтĕнче чăвашсен паллă ÿнерçисенчен Р.Ф.Федоров, В.Д.Чураков Харьковра пĕлÿ илнĕ.

Николай Садюков, 2003 çулччен музей директорĕнче ĕçленĕ:

- Кокеле эпир 1964 çулта "уçрăмăр" темелле. Ун чухне Украина художникĕсен Харьковри ассоциацийĕ пирĕн патăмăра унăн куравне çитернĕччĕ. Республикăра ун чухне унăн пĕр ĕçĕ кăна - Чăваш Ен правительствин саккасĕпе 1934 çулта ÿкернĕ "Хут пĕлменлĕхе пĕтерни" - упраннă. 1980 çулта Харьков тата Киев ÿнер институчĕсенчи ÿнерçĕсен Харьковра пысăк куравĕ уçăлнăччĕ. Унта эпир М.А.Карачарсковăпа В.А.Рязанцева ятăмăр. Вĕсем ÿкерчĕксемпе тата пĕр çара кĕлеткеллĕ ĕçпе таврăнчĕç. Эпир вара Кокелĕн "Чайнăйра" произведенине питĕ кĕтнĕччĕ. Вăл Вольск хулинчи музейре упраннă иккен. Ентешĕмĕр ăна Шупашкарта ÿкернĕ пулнă, çавăнпа картинăна хăй те тăван хутлăхне тавăрса парас ĕмĕтпе пурăннă. Унăн шанăçне 1984 çулта çеç пурнăçа кĕртме пултартăмăр.

Музейĕн тĕп управçи Георгий Исаев куравăн концепцийĕ çинчен:

- Санкт-Петербургра вĕренни Кокелĕн пурнăç çулне уçса панă. Асăннă экспозици валли эпир ÿнерçĕн фондра упранакан произведенийĕсенчен вĕреннĕ вăхăтри ĕçĕсене те суйласа илтĕмĕр. Палăртса хăвармалла, ун чухне академире натурщиксене ÿкересси йăлара пулнă, чĕрĕ çынпа ĕçлесси, унăн пĕрпĕтĕмлĕхне палăртасси питĕ пĕлтерĕшлĕ шутланнă. Кокель ĕçĕсене тишкерсе тухнă май вăл Я.Ф.Ционглинский шкулне çывăххи палăрать.

Надежда ГЕОРГИЕВА

 

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429362, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Тарханы,ул.Кокеля, д.23
Телефон: 8(83532) 68-4-24
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика