Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Искусствăпа туслăх элчи

18 марта 2015 г.

Искусствăпа туслăх элчи

Чăваш ÿнерçисенчен академи пĕлĕвĕ илнĕ пĕрремĕш çын - Алексей Афанасьевич Кокель. Вăл Патăрьел районĕнчи Турханта 1880 çулта çуралнă. 1916 çултанпа Харьковра ĕçлесе пурăннă, Украинăн пулас художникĕсене çитĕнтернĕ. Çуралнă кĕтесĕнчен пин-пин çухрăм уйăрса тăнă пулсан та Кокель чăваш теминчен пăрăнман.

Ку енĕпе малтанхи тапхăрти ĕçĕсенчен «Чăваш пикин портретне» палăртмалла. Унăн «Чайнăйра» картини вара тĕнче фестивалĕсенче, конкурсĕсенче палăрнă, ăна вăл вăхăтра тухса тăнă хаçатсем мухтанă, И.Репин, ытти паллă художниксем ырланă.

Мартăн 13-мĕшĕнче Алексей Кокель çуралнăранпа 135 çул çитрĕ. Ентешĕсем - Турхансем - паллă пулăма халалласа савăнăçлă мероприяти ирттерчĕç. Шăпах çавăнта çитсе килтĕмĕр эпир те.

Турхансем хăйсен вышкайсăр пысăк талантне çĕнĕрен «чĕртсе тăратнă» тесен йăнăш пулмĕ. Хăй вăхăтĕнче ялта ун çинчен илтмен те темелле, пĕлекенĕсем те шарламан, ун çинчен калаçни ырăпа вĕçленмессе лайăх ăнланнă - кĕçĕн шăллĕне совет влаçне хирĕç тесе репрессиленĕ, аслă пиччĕшне кулак тесе айăпланă.

Алексей Афанасьевичăн ятне çĕклес тĕлĕшпе культурологи докторĕ, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн профессорĕ Владимир Васильев уйрăмах нумай ĕçленĕ. Ăна ку енĕпе университет ректорĕнче ĕçленĕ, халĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕн канашçи Лев Кураков академик питĕ нумай пулăшнă. 2005 çулта художникăн 125 çулне республика шайĕпе ятарлă Указ кăларсах уявланăччĕ, тепĕр икĕ çултан Турханта ÿнерçĕсен Алексей Кокель ячĕллĕ пленэрĕ ĕçлеме тытăннăччĕ. Сакăр хут иртрĕ вăл. Тĕрĕссипе, Раççейĕн тĕрлĕ регионĕнчен, Украинăран килнĕ художниксем кунта çеç мар, Патăрьел районĕнчи Чăваш Ишекĕнчи, Сĕнтĕрвăрри районĕнчи, Атăл леш енчи «Чувашия» санатори таврашĕнчи илеме сăрăпа пир çине куçарчĕç.

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429362, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Тарханы,ул.Кокеля, д.23
Телефон: 8(83532) 68-4-24
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика