11 марта 2015 г.
Пултаруллă чăваш ỹкерỹçи, вĕрентекенĕ, пирĕн ентешĕмĕр, Алексей Афанасьевич Кокель çуралнăранпа 135 çул çитрĕ. Вăл Турханта чухăн хресчен çемйинче ỹссе çитĕннĕ.
Ача чухнехи йывăр чир, Петербургра вĕреннĕ çулсем, çĕр-шыври пăлхануллă вăхăтра ĕç шырама çỹренĕ кунсем, ỹкерçĕсен хушшинче пулса иртекен усал юхăмсем, вăрçă суранĕсем... Çак пулăмсем унăн пурнăçĕнче йĕр хăвармасăр иртмен: сывлăхĕ хавшасах пынă.
1956 çулта художник пирĕнтен ĕмĕрлĕхех уйрăлса каять. Ăна Харьковра пытарнă. "Алексей Афанасьевичăн чи пысăк ĕмĕчĕ _ тăван яла кайса, ун урамĕсемпе утса çỹресе, тăван-пĕлĕшпе курса чăвашла калаçса чунне çĕклентересси тата малалла та хавхаланса ĕçлесси пулнă", _ тесе каласа кăтартатчĕ унăн мăшăрĕ Анна Афанасьевна. Эпĕ Украина çĕршывне 1980 çулта çитсе куртăм. Кокель пурăннă хваттерте унăн мăшăрĕпе юнашар ларса сехечĕ-сехечĕпе калаçаттăмăрччĕ. Кун çинчен çырса пĕтерме те çук, мĕншĕн тесессĕн вăл калуçусен калăпăшĕ _ хăй пĕр кĕнеке.
А. А. Кокель пиртен уйрăлса кайнăранпа 59 çул çитрĕ пулсассăн та унăн вилĕмсĕр ĕçĕсем пирĕнпе пĕрлех. Юлашки çулсенче ячĕ Чăваш халăхĕшĕн, унăн тăван ялĕшĕн те чăнахах та çывăхланчĕ. Мĕншĕн тесессĕн паллă художника халалласа ирттерекен ĕçсем питĕ нумай пулса пыраççĕ.1935-1940 çулсенче нумай паллă çынсене айăпсăрах айăпласа тĕрмене хупса лартнă е персе пăрахнă, çавăнпа та Кокельсем çинчен калаçма та, çырма та май пулман: Алексей Афанасьевич аслă тетĕшне Ивана тата кĕçĕн пиччĕшне Германа "халăх тăшманĕсем" тесе Çĕпĕре ăсатнă, персе пăрахнă.
Хăй вăхăтĕнче татăлнă çыхăнăва çĕнĕрен чĕртсе ярас шухăшпа 1980 çулта художник çуралнă 100 çулхи юбилейне Турхан ялĕнче, Шупашкарта пысăк шайра паллă тунăччĕ.
Çак уява Украинăран Шаламовпа Шигимага паллă художниксем килнĕччĕ. Хăйсен аса илĕвĕсенче пирĕн ентешĕн ĕçĕ-хĕлĕ, пурнăçĕ çинчен каласа кăтартнăччĕ: вĕсем Кокелĕн вĕренекенĕсем пулнă. Юбилей кунĕсенчех А. А. Кокель ячĕпе хисепленекен музей çуртне, ача-пăча ỹнер çуртне уçрĕç.
Нумай-нумай ача ỹнер тĕнчине пĕрремĕш утăм турĕ, район, республика тата Раççей шайĕнче иртекен куравсенче хăйсен ỹкерчĕкĕсене кăтартма пултарчĕ. Чи пултаруллисем Юрий Капитонов, Леонид Капралов, Владимир Трошкин художниксем, Елена Шашкова, Альбина Пчеловодникова дизайнерсем, Владислав Сергеев архитектор пулса тăчĕç. Алена Башмакова, Карина Родионова, Татьяна Мылова тата Дмитрий Емельянов вĕренекенсем _ пулас художниксем.
Паллă художника халалласа тĕрлĕрен шайра ирттерекен ĕçсем нумайланса тата пуянлансах пычĕç. Вĕсем калăпăшĕпе те, шухăшĕпе те анлăрах, тĕплĕнрех хатĕрленсе иртме тытăнчĕç.
Чăваш патшалăх университечĕн ректорĕнче ĕçленĕ Лев Кураков тăрăшнипе нумай асăмра юлмалăх ĕçсем пулса иртрĕç. ЧПУра А. А. Кокель ĕçĕ-хĕлне, унăн кун-çулне тата творчествине тĕпчес тĕллевпе Украинăпа чăваш халăх хушшинчи туслăха, çыхăнăва малалла аталантарас шухăшпа ятарласа лаборатори уçăлчĕ. Унăн ертỹçи пулмашкăн художник-ентешне, Владимир Александрович Васильев доцента шанса пачĕç.
А. А. Кокелĕн 125 çулхи юбилейне хатĕрленĕ тапхăрта Республика Президенчĕ ятарлă хушу кăларчĕ. Чăваш патшалăх университечĕпе Харьков патшалăх дизайнпа искусство академипе килĕшỹ тунăччĕ.
Украина художникĕсем А. Кокелĕн ĕçĕсене, Чăваш патшалăх ỹнер музейĕнче упранаканнисене, реставрацилерĕç, художник пурăннă çурт çине тата музей çурчĕ çине асăну хăмисем вырнаçтарчĕç.
2007 çултанпа Чăваш çĕршывĕнче Пĕтĕм тĕнчери А. А. Кокель ячĕпе иртекен пленэрсене (уçă сывлăшра ỹкересси) вырăс, украина, мордва, чăваш, тутар художникĕсем хутшăнаççĕ. Вĕсен ĕçĕсенче калама çук илемлĕ те асамлă сăнарсем çуралаççĕ. Çапла вара, пирĕн республикăри музейсем çĕнĕ ỹкерчĕксемпе пуянланчĕç. А. А. Кокель çуралса ỹснĕ Турхан ялĕ, таврари ытармалла мар илемлĕ уйсемпе вăрмансем, уйрăммăнах кунта пурăнакан ырă кăмăллă çынсен сăнарĕсем тĕнчери нумай художника тыткăнлаççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ Турхан таврашĕнче ỹкернĕ художниксен ĕçĕсем Европăри, Китайри, Индири, Кубăри, Египетри куравсенче вырăнсем йышăнаççĕ, пин-пин çухрăмра пурăнаканасем пирĕн тавралăха, пирĕн çут çанталăкпа тата пирĕн ентешсен сăнарĕсемпе паллашаççĕ, Алексей Афанасьевич ячĕпе иртекен пленэрсен пĕлтерĕшĕ çултан-çул пуянланса, тарăнланса тата пысăкланса пырать, мĕншĕн тесессĕн паллă художникăн тăван ялĕнче пулса асамлă ỹкерчĕксем, сăнарсем çуратас шухăшлă ỹкерçĕсен шучĕ ỹссех пырать. Çак пархатарлă пулăма йĕркелесе тата хавхалантарса пырас шухăшпа Турхан шкулĕн ертỹçи В. Иванова, ял тăрăх пуçлăхĕ А.Сымов, Чăваш патшалăх университечĕн профессорĕ В.Васильев, Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕ Н. Глухов нумай ĕç туса ирттереççĕ.Çакна та каласа хăварасшăн, 2014 çулхи пленэрăн ĕçне пĕтĕмлетнĕ çĕре Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М. В. Игнатьев килсе курма кăмăл туни, ỹкерçĕсен ĕçне пысăк хак пани пленэрăн пысăк пĕлтерĕшне палăртса хăварни асра юлчĕ. Çавăн пекех Михаил Васильевич А. А. Кокелĕн музейĕнче пулчĕ, унти хаклă та пысăк пĕлтерĕшлĕ экспонатсемпе паллашрĕ, музейĕн пĕлтерĕшĕ çамрăк ăрăва воспитани парас ĕçре пысăк вырăн йышăннине палăртрĕ.
Алексей Афанасьевич çуралнăранпа 135 çул çитнĕ май, нарăс уйăхĕнче Чăваш наци библиотекинче "Туслăх асамат кĕперĕ _ Радуга дружбы _ Веселка дружби" ятлă чăваш, вырăс, украина художникĕсен куçса çỹрекен куравĕ ĕçлерĕ. Унта эпир те çитсе куртăмăр, Турхан тăрăхĕнче ỹкернĕ ỹкерчĕксемпе паллашрăмăр. Уйрăммăнах В. И. Ковтун ỹкернĕ А. А. Кокель тата Г. А. Кокель портречĕсем пире тыткăнларĕç. Вĕсем _ чăваш халăхĕн чăн-чăн пултаруллă ывăлĕсем, пирĕн ентешсем.Мухтанатпăр вĕсемпе!
Манăн шухăшăмпа, А. А. Кокеле халалласа ирттерекен пĕтĕм ĕçĕн тĕшши _ художникăн ятне çĕнĕрен чĕртсе ярасси, унăн еткерлĕхне халăх хушшинче ытларах сарасси, тĕрлĕ халăх искусствине, туслăхне çирĕплетесси, аталантарасси. Юлашкинчен çапла каласшăн: инçетре çуннă чăваш çăлтăрĕ паян пирĕнпе çĕнĕрен çĕкленсе чĕрĕлчĕ, унăн сăнарĕ, вилĕмсĕр ỹкерчĕкĕсем чăваш халăх чĕрисенче ĕмĕрлĕхех упранччăр.
В. СЕРГЕЕВ, ЧР тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)