04 марта 2015 г.
ÇАК кунсенче Турханти вăтам шкулта Литература тата Константин Иванов çулталăкне халалласа чăваш чĕлхипе литература, тăван ен культурине вĕрентекенсен III методика фестивалĕ иртнĕ. Вĕрентекенсен паха опытне сарас тĕллевпе йĕркеленĕ мероприятие районти 10 вăтам шкултан чи матур та пултаруллă педагогсем хутшăннă. Фестивале хапăл тунисем 12 уçă урок ирттернĕ, класс тулашĕнчи çичĕ ĕçе кăтартнă. Уçă уроксен çĕнтерỹçисен хушшинче Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкултан харăсах виçĕ вĕрентекен тивĕçнĕ: Е. Перепелкина, Е. Бабаева тата Н. Федорова. Унсăр пуçне Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулти Г. Хлебниковапа Т. Дмитриева, Турханти Л. Осипова, Нăрваш Шăхалĕнчи Н. Павлова, Сăкăтри Е. Анюрова та тĕрлĕрен номинаципе çĕнтерỹçĕ ята тивĕçнĕ.
Класс тулашĕнчи мероприятие тулли содержаниллĕ кăтартса парассипе вара каллех Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти Н. Путякова тата Алманчăри С. Чихина чи кăтартуллисем пулнă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)