25 февраля 2015 г.
Нарăс уйăхĕн 18-мĕ-шĕнче пирĕн районта Пĕрлехи информаци кунĕнче район администраци пуçлăхĕн çумĕ _ вĕрентỹ, социаллă аталану, информаци тивĕçтерĕвĕпе архив ĕçĕн пай пуçлăхĕ В. Осипов ертсе пыракан ушкăн Турхан ял тăрăхĕнче ĕçлерĕ. Турханти вăтам шкулăн, психоневрологи интерначĕн, культура ĕçченĕсемпе тĕл пулса информкуна кĕртнĕ ыйтусемпе паллаштар-чĕ, вĕсене пĕрле сỹтсе яврĕ.
Çак ушкăнтах халăха ĕçпе тивĕçтерекен Патшалăх службин Чăваш Республикинчи ертỹçин тивĕçне туса пыракан Сергей Викторов пулчĕ, хăш-пĕр ĕçсене хак пачĕ: "Пирĕн Правительство ĕçсĕр юлнă çынсене малтанлăха, вĕсем ĕç тупиччен, пулăшса пырать. Халĕ, ялсенче бригадăсем йĕркелесе тĕрлĕ çĕре ĕçлеме вырнаçтарассине те халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрсем хăйсем çине илнĕ. Ку паллах, ĕçлекен çынна алла шалу илме пулăшать тата пурнăçăн малашлăхĕ шанчăклă та, тулăх та пуласса шантарать. РФ Пенси системинчи çĕнĕлĕхсем пирки çакна каласшăн: пулас пенсионерсен паянах хăйсем валли балсем пухма тытăнмалла. Çакă питĕ пĕлтерĕшлĕ. Хальхи вăхăтра чылай çамрăк хăйсен профессийĕпе ĕç тупаймастпăр тесе ĕçлемесĕр пурăнаççĕ. Эпĕ çак шухăша хирĕç. Ĕçлекен çыншăн ĕç пур".
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)