13 февраля 2013 г.
Вырсарни кун, нарăсăн 10-мĕшĕнче, Юхмапа Пăла тăрăхĕнче “Раççей йĕлтĕр йĕрĕ –2013” массăллă чупу иртрĕ. Йăлана кĕнĕ спорт уявне сывă пурнăç йĕркине хапăллакансем, физкультурăпа спорта чун-чĕререн парăннисем хастар хутшăнчĕç. Хĕвеллĕ те уяр хĕл кунĕпе хавхаланса районĕпе йĕлтĕр йĕрĕ çине 3273 спортсмен тăчĕ. Йăр та яр чупса пыратăп, хăлхасем хĕп-хĕрлĕ...
Патăрьелĕнчи “Паттăр” стадионта йĕркеленĕ чупăва уçнă çĕре район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Глухов хутшăнчĕ. Массăллă чупура чăн малтан старта унпа пĕрлех предприяти, организаци, учреждени ертÿçисем тăчĕç. Çак ушкăнра финиша чăн малтан “Чăваш энергосбыт компанийĕ” акционерсен уçă обществин районсем хушшинчи уйрăмĕн директор çумĕ Владимир Чернов çитрĕ. Иккĕмĕш вырăнта ЧПУн Патăрьелĕнчи филиалĕн доценчĕ Сергей Ляллин, виççĕмĕшĕнче – райпо председателĕ Петр Перепелкин.
Район центрĕнче çак кун йĕлтĕрпе 1200-ĕн чупрĕç. Çĕнтерÿçĕсене Хисеп грамотисемпе тата парнесемпе хавхалантарчĕç.
Нăрваш Шăхаль. Ял тăрăхĕнче “Раççей йĕлтĕр йĕрĕ – 2013” ăмăртăва çулсеренех çынсем хастар хутшăнаççĕ. Çак кунхине те спорта юратакансемпе сывă пурнăç йĕркине хапăллакансем йĕлтĕр йĕрĕ çине тăнă. Стартран 400 ытла спортсмен хускалнă. Вĕсенчен чи кĕçĕнни, хăйĕн пултарулăхĕпе пурне те тĕлĕнтерекенни тăватă çулти Женя Михайлова пулнă. Шур сухалсенчен вара кăçал та Виталий Раськин палăртнă дистанцие çăмăллăнах парăнтарнă.
Турхан. Раççейĕпе иртекен спорт уявне Турхансем питĕ кăмăллă йĕркелесе ирттерсе янă. Ял тăрăхĕнчи кашни организаци коллективĕ çак мероприятире пысăк пуçару кăтартнă. Ăмăрту VIP – чупуран пуçланнă. Асăннă ушкăнта арçынсенчен вăтам шкул директорĕн çумĕ А. Раевский финиша чăн малтан çитнĕ. Хĕрарăмсенчен вара Упамсари шкул директорĕ К.Иванова кăтартуллă чупса тухнă. Ăмăртăва уйрăм номинацисемпе пахаласа хак панă. Станислав Бахмисов – йĕлтĕр йĕрĕ çине тăнă чи кĕçĕн спортсмен пулнă. Лидия Гусева вара хăй 85 çул тултарнине пăхмасăрах спорт тупăшăвне килнĕ.
Тутар Сăкăт. Массăллă чупăва хапăл тунă ял халăхне вырăнти администраци пуçлăхĕпе депутатсем саламланă хыççăн шăп та лăп 12 сехетре старта пĕрремĕш ушкăн тăнă. Йĕлтĕрпе чупма хапăл тунисем хушшинче вăтам шкул хастарĕсемсĕр пуçне çăкăр пĕçерекен цехăн, Валиуллов предпринимателĕн коллективĕсем, администраци, урамсен командисем, уйрăм ветерансем тата ыттисем те пулнă. Мĕн пурĕ çак ялтан 250 спортсмен чупăва хутшăннă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)