31 декабря 2014 г.
Вăтам шкултан вĕренсе тухса алла аттестат илме хатĕрленекен кашни ачанах патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменĕсене мĕнле парасси хумхантарать. Тĕрĕс-левсене çулран-çул çĕнетсех тăраççĕ тата. Кăçал литература çулталăкĕ пулнăран пĕлтĕр вĕренекенсен сочинени çырма та тỹр килчĕ. Унсăр пуçне вырăс чĕлхипе экзамен парасси сыхланса юлатех. Çавна май кашни темăна вĕренекенсем патне тарăннăн çитерме тăрăшаççĕ педагогсем. Уроксене тĕрлĕ мелпе ирттереççĕ. Акă Турханти вăтам шкулти вырăс чĕлхипе литература учительници О. Сымова программăпа килĕшỹллĕн палăртнă "Кĕмĕл ĕмĕрти поэзи урокĕ" тема тишкерĕвне вун пĕр-мĕшсемпе пĕрле вуннăмĕшсене те явăçтарчĕ. Урок-сценари иртнĕ ĕмĕре тарăннăн кĕрсе кайма май пачĕ. Вăл е ку роле суйласа илнĕ актерсем самантпа та пулин аваллăхра пулса курчĕç.
Васкаса хайланă литература кафинче вĕренекенсем З. Пеппиус, А. Ахматова, М. Цветаева сăввисене вуларĕç. А. Блок, В. Маяковский калаçăвне итлерĕç. С. Есенин сăввисемпе кĕвĕленĕ юрăсене аса илчĕç. Поэтсем хушшинче художниксем те пулнă. Çитĕнекен ăру К. Малевич ỹнерçĕ калаçăвне хаваспах итлерĕ.
А. ИВАНОВА.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)