Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "ÇАКĂН ПЕК ЫРЛĂХ КУРАССА СУНМАНЧЧĕ"

27 декабря 2014 г.

_ терĕ Хурама Твар ялĕнче пурăнакан Ольга Егоровна Иванова тĕл пулу вăхăтĕнче. Сăн-питĕнчен ăна никам та 90 çул тултарать тесе калаймĕ. Çинçешке кăна кĕлеткипе, вăр-вар çаврăнăçулăхĕпе хăйĕнчен темиçе çулхи çамрăк "нăкă" хĕрарăмран та ирттерет-ха. Вунă çул каялла курнă пĕлĕшĕме юбилей ячĕпе саламлас тĕллевпе пырса кĕтĕм эпĕ унăн кермен пек çĕнĕ çуртне. Курнăçнăранпа чылай шыв-шур юхса иртни куç умĕнчех. Астăватăп-ха, ун чухне Хурама Твар ялне эпир ятарласа тытнă УАЗ машинăпа аран-аран çитсе ỹкнĕччĕ. Халĕ вара Турхан ялĕнчен вăрман енне тип-тикĕс те яп-яка асфальт çул выртать, çăмăл машинăпах кĕрсе-тухма нимĕн те чăрмантармасть.

Хурама Твар ялĕ райцентртан 30 çухрăмра вырнаçнă. Вырăн ирĕк пулнăран урамĕсем пĕр-пĕринчен аякра. Кунти çынсем хăйсен хушшинче кассисене Çĕньял, Турхан, Анат Тăрмăш поселкисем те теççĕ иккен. Аслисем каласа панă тăрăх, ял ячĕ çакăнтан пуçланса кайнă: Чĕмпĕре лашапа çỹрекенсем, Карапай Шăмăршă вăрманĕ витĕр тухнă чухне лашисене хурама йывăççи айне тăварса кантарнă. Çавăнта вара Хурама Твар ял пулса тăнă теççĕ. Тахçан кунта, пур çĕртри пекех, ĕç вĕресе тăнă. Ял халăхĕ вăрмана çỹренĕ, тĕш-тырă, çĕр улми туса илнĕ, каç пулсан çамрăксем вăййа тухнă.

1941 çулта фашистла Германи пирĕн çĕр-шыва çине тискеррĕн тапăнсан Хурама Твар яшĕсем те çĕр-шыва хỹтĕлеме тухса кайнă. Вĕсен хушшинче Иван Алексеевич Иванов та пулнă. Çамрăк йĕкĕт чун варлине _ Ульхана _ хăйне вăрçăран таврăнасса кĕтме ыйтнă. Икĕ юратакан чĕре Çĕнтерỹ çитессе шаннă, чăтăмсăррăн кĕтнĕ. Иван çĕнтерỹпе частарах киле таврăнас тесе вăрçă хирĕнче тăшманпа çапăçнă, Ульха вара тылра вăй хунă. Ял халăхĕпе пĕрле вăрман каснă, çул тунă, тырă акнă-вырнă.

"Пур çĕре те мĕнле ĕлкĕрме пултарнă-ши? Мĕнле чăтнă-ши ун чухне? Шартлама сивĕре чĕркуççи ним пĕлми шăнса каятчĕ. Чĕркуçленсе ларса сăтăраттăмччĕ те çынсенчен кая юласран малалла ĕçлеме пуçлаттăм. Куçран куççуль шăпăртатса юхатчĕ. Аслисене йĕнине кăтартас мар тесе пуçа пĕшкĕртеттĕмччĕ. Хăçан вăрçă чарăнĕ-ши тесе шухăшлаттăмччĕ ялан. Халь çав самантсене аса илетĕп те ĕненес те килмест. Эпех пулнă-ши, тетĕп", _ аса илет Ольга Егоровна куççульне шăлса.

Унăн нушисене курнах ĕнтĕ çỹлти Турă. Вăрçă чарăнсан Иван Алексеевич яла таврăнать те чун савнине хăйĕн мăшăрĕ пулма ыйтать.

46 çул пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăннă Иван Алексеевичпа Ольга Егоровна.

Юрату çимĕçĕсем вара вĕсен _ икĕ хĕрĕ те икĕ ывăлĕ. Ачисем çĕр-шывăн тĕрлĕ кĕтессинче йăва çавăрнă ĕнтĕ. Анчах та хаяр вăрçă йĕр хăварнах çав, 18 çул каялла Иван Алексеевич мăшăрĕнчен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайнă. Ульха аппа пĕчченех кăштăртатса пурăнать.

"Эпир тăрăшни сая каймарĕ, паянхи ырлăхшăн тăрăшнă ĕнтĕ. Патшалăха тав калатăп, пăрахмасть пире, пулăшать. Шел, мăшăрăм çак çĕнĕ пỹртре пурăнса кураймарĕ", _ тет Ульха аппа.

Ятарлă программăпа 2010 çулта ăна патшалăх çĕнĕ çурт лартса панă. Кунта, паллах, Ольга Егоровнăн ачисем тăрăшмасăр пулман. Славик ывăлĕ йĕркелесе ертсе пынипе 2-3 уйăхрах çурта хута янă. Газне кĕртнĕ, сивĕ, ăшă шыв пур.

"Савăнса кăна пурăнмалла та çулсем шултраланса пыраççĕ çав. Чир-чĕр те тăтăшах аптратать. Тавах, ялти медсестра килсе пăхсах тăрать. Ачасем те кунне темиçе шăнкăравласах тăраççĕ. Эпир курнă нушана тек никамăн та курмалла ан пултăрччĕ", _ тет тыл ветеранĕ.

Н. МАЗЯКОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429362, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Тарханы,ул.Кокеля, д.23
Телефон: 8(83532) 68-4-24
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика